Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен юмах тĕнчи

09 февраля 2008 г.

ПИЛЛĔКМĔШ çул ĕçлет Васанти вăтам шкулта "Хаваслă маскăсем" пуканесен театрĕ. Çак кружока кĕçĕн классенче вĕренекенсем хаваспах çỹреççĕ, кашни репетициех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кружок ертỹçи, аслă категориллĕ учитель, республикăри "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурс çĕнтерỹçи Ирина Ивановна Ендиерова ачасене чăннипех те юмах тĕнчине илсе кĕрет. Кружока çỹрекен кашни ача (вĕсем пурĕ 12-ĕн) тĕрлĕ юмахсен содержанийĕсемпе тĕплĕн паллашаççĕ, кашни сăнарăн сăмахĕсене, хăтланчăшĕсене тĕрĕс те ĕненỹллĕ кăтартса пама хăнăхаççĕ, чĕлхе илемлĕхне туйма вĕренеççĕ. Пĕр-пĕр юмаха рольсемпе выляма тĕплĕн хăнăхса çитсен вара, çамрăк артистсем сцена çине тухаççĕ. Хăйсен аллипе ăсталанă (паллах ашшĕ-амăшĕсем пулăшаççĕ ĕнтĕ) юмахри сăнарсен маскисене, пуканесене тăхăнса "шĕвĕрккесем" шкулти, кỹршĕри "Улыбка" ача садĕнче час-часах ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене савăнтараççĕ. Акă юлашки вăхăтра хатĕрленĕ "Йăва" тата "Теремок" юмахсенчи сăнарсене Кристина Архипова, Артем Митрофанов, Лида Полякова, Николай Краснов, Илья Ларионов пĕчĕк артистсем уйрăмах ĕненмелле те ытарлă выляççĕ. Тĕрлĕ сăвăсемпе, юрăсемпе те илемлетеççĕ хăйсен ролĕсене. Нумаях пулмасть вара "Хаваслă маскăсем" хăйсен юмахĕсемпе Виçпỹртри тата Пуянкассинчи шкулсенче те хăнара пулчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. "Хаваслă маскăсем" хăйĕн ăсталăхне ỹстерсех пырать. Халĕ кружок членĕсем çĕнĕ спектакль хатĕрлеççĕ. Вăл та куракансене килĕшессе шанас килет. Çамрăк артистсем çĕнĕ рольсене куракансен умне асраюлмалли сăнарсем хатĕрлесчĕ, теççĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика