Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре чысларăмăр

13 февраля 2008 г.

 

 "ЫР ÇЫН ВИЛЕТ _ ят юлать", - тенĕ ваттисем. Çак сăмахлăх пирĕн ялта çуралса ỹснĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, 8 орден кавалерĕ, РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, 22 çул "Правда" колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Василий Платонович Кошкин çинчен каланăнах туйăнать. Йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн. Пурăннă пулсан январĕн 9-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ пирĕн ентешĕмĕр. Василий Платонович ячĕ пирĕн шкулшăн та питĕ сумлă. Вăл Виçпỹрт шкулĕнче пĕлỹ пухнă, шкул, ял ятне çỹле çĕклеме пултарнă. Хамăрăн ентешĕмĕре асăнса чыс тума тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр эпир. Шкулта Василий Платоновича халалласа ун пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан выставка йĕркелерĕмĕр. Февралĕн 5-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕ хăнасемпе тулчĕ. Василий Платоновичăн хĕрĕсемпе ывăлĕсем, мăнукĕсем, унпа пĕрле ĕçленĕ, ăна çывăх пĕлекен çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç кунта. Уява чыслăн, ура çине тăрса "Алран кайми аки-сухи" юрăпа уçрăмăр. Сулмаклăн, уççăн янăрарĕ юрă. Василий Платоновичăн пурнăç çулĕпе шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Викентьевна Мурзина паллаштарчĕ. Çак уява чыслăн ирттерес тесе нумай тăрăшрĕ Галина Викентьевна. Василий Платонович ачисемпе, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, хаклă материал чылай пуçтарчĕ. Федор Александрович Юманов, Павел Андреевич Падиаров, Николай Михайлович Никитин пенсионерсем хăй вăхăтĕнче Василий Платоновичпа пĕрле алла-аллăн ĕçленĕ. Вĕсен аса илĕвĕсем кашнинех хумхантарчĕç. "Карлинская" агрофирма пуçлăхĕ Илья Михайлович Абсалямов, Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Виталий Никандрович Алексеев та ентешĕмĕре ырă ятпа çеç аса илчĕç. "Ватлăх кунĕсенче те Василий Платонович ал усса лармарĕ, Виçпỹрт садне çĕнĕрен чĕртсе тăратас тесе чунтанах тăрăшрĕ. Çак сада чĕртсе чĕрĕ палăк лартса хăварчĕ вăл хăйĕн пурнăçĕнче", - терĕ Виталий Никандрович. Василий Платоновичăн ачисем те ашшĕне аса илсе сăмах каларĕç, ашшĕ халăхшăн, тăван колхозшăн ĕçлеме чĕнсе каланине аса илчĕç. "Эпир ачаллах колхоз ĕçне хутшăннă. Атте пире ăçта кайма каланă _ çавăнта кайнă. Пăру та пăхнă эпир, йĕтем çинче те ĕçленĕ, утта та çỹренĕ. Тăван колхоза пулăшас тенĕ. "Чăн малтан пирĕн хамăрăн тĕслĕх пулмалла", - тетчĕ атте яланах", - терĕ хăй сăмахĕнче Ирина Васильевна Каримова. Виçпỹрт халăхне, шкулта ĕçлекенсене Василий Платоновича сума суса çакăн пек уяв туса ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕ вăл. Чăннипех те мухтава тивĕçлĕ çын пулнă В.П.Кошкин. Унăн ячĕ Илпек Микулайĕ, Владимир Бараев ячĕсемпе юнашар тăмаллине Виçпỹрт халăхĕ аван пĕлет. Çавăнпа та çак уявра Василий Платонович çуралнă çурт çине Асăну хăми хатĕрлесе çакас тесе йышăнчĕç. Çакна Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ те ырларĕ, кирлĕ çĕре хутсем тăратма сăмах пачĕ. Уява хаваслă концертпа вĕçлерĕç виçпỹртсем. Пуçламăш класра вĕренекенсем тата шкулти ачасен фольклор ансамблĕ хăнасене ĕлĕкхи тата хальхи чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уява пурте пĕрле тăрса тăванлăх юррипе вĕçлерĕмĕр. Çак кун пирĕн шкул ачисемшĕн те, ял халăхĕшĕн те пысăк уяв пекех иртрĕ. Ентешĕмĕрĕн йывăр тăпри çăмăл пултăр, пире валли вăл малашне те çул уçса пытăр. Унăн ырă ячĕ халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика