Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акаçă та, хăмлаçă та пулнă

08 сентября 2007 г.

 

 

 

 

ЭХ, ку çын ĕмĕрĕ! Мĕншĕн пĕр сисĕнмесĕрех малалла чупать-ши? Çамрăклăх та пире шеллемесĕр иртет. Аса илỹсенче çеç тепĕр хут куç умне тухать. накан Надежда Михайловна Миронова та авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Йывăр вăхăтра _ 1927 çулта _ Шăмăршă районне кĕрекен Триер поселокĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ 7 ача çуратса ỹстернĕ: 4 ывăл та 3 хĕр. Надя вара тăваттăмĕш ачи пулнă. Пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă вăл, ашшĕ-амăшне кил-терĕшре пулăшнă. Надя аппан ашшĕ, Михаил Петрович Капчиков, ялти активист пулнă. 1928 çулта Триер ялĕнче колхоз йĕркеленĕ, "Триер" колхозăн малтанхи председателĕ пулнă вăл. Амăшĕ те, пăравурскер, фермăра ĕçленĕ. Саккăрти Надя та амăшне яланах пулăшнă. Унăн питĕ вĕренесси килнĕ. Хурăнварти вăтам шкула çỹреме пуçланă. Вĕреннĕ вăхăтра та колхоз ĕçне хутшăннă: тырă вырнă, утă çулнă, çум çумланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем чуна ĕмĕр манăçми кĕрсе вырнаçнă. Халăх выçă пулнă. Юр кайсан колхоз уйĕнче унччен çĕр улми пулнă ана çинче çĕрĕк улма юлашкине пухнă. Хурчĕ хуппи айĕнче йăшăлтатнă, шăрши сăмсана çурнă, çавăнпа хĕвеллĕ вырăна хурса типĕтнĕ. Çулла мăян çулçине сăтăрса яшка пĕçернĕ. Надя, тăххăр пĕтернĕскер, каçхине те ахаль ларман. Улах ларнă чухне салтаксем валли чăлха, алсиш, нуски çыхнă, посылкăсем яра-яра панă. Кăнтăрла та, каçхине те лашапа, вăкăрпа тырă турттарнă. Çĕрле веялкăпа тырă сортланă. Тăватă хĕрача яланах пĕрле ĕçленĕ, аслисемпе пĕрле Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-хала шеллемен. Вăрçă вăхăтĕнче 1943 çулта Надьăсем патĕнче эвакуаципе Белоруссирен килнĕ икĕ ватă хĕрарăмпа пĕр ача пурăннă. Вĕсем унта хĕл каçнă. Хутма вутă пулманран улăм çунтарнă. Çакна аса илсен Надя аппан куçĕсем шывланчĕç. Ассăн сывласа илсе сăмах çăмхине малалла тăсрĕ: _ Аннепе пĕрле тырă аллаттăмăр. Ун хыççăн хиртен пысăк çыхăпа хутма улăм илсе анаттăмччĕ. Эвакуаципе килнисем тепĕр пỹлĕмре пурăнатчĕç. Вĕсене питĕ шеллеттĕмччĕ. Шăнса чирлесрен питĕ хăраттăмччĕ. Çавăнпа улăм йăтма икĕ хут каяттăмччĕ. Эх, кашкăрсем хунаса кайнăччĕ. Анне урăх пĕччен ямарĕ. Кỹршĕ хĕрĕпе, Раиса Афанасьевапа пĕрле йăтаттăмччĕ. Вăрçă пĕтнĕ çул Надя вăтам шкул пĕтернĕ. Вĕреннĕ çын пуласшăн çуннă вăл, анчах укçа хĕсĕккипе çунатлă ĕмĕтне пурнăçлайман. Ырми-канми тăван колхозра вăй хунă. 1946 çулта Пăвана патшалăх валли лашапа тырă леçнĕ. Мĕн кăна курман-ши çул çинче, анчах чăтнă, пуçне усман. Надя аппа çуракинче те арçынсемпе танах ĕçленĕ. Унăн юлташĕ, Феликс Афанасьев лашине тытса пынă, Надя аппа хыçалтан сеялка мĕнле акнине пăхса пынă. Ĕçре туптаннă çамрăк хĕр Шупашкара комсомол конференцине кайма тивĕç пулнă (районтан вĕсем тăваттăн кайнă). Часах йăрăс пỹллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ çамрăк хĕр Кивĕ Шăмăршă каччипе Николай Мироновпа паллашнă. Пĕр-пĕрне чунтан юратса пăрахнă, пурнăç сукмакĕпе ĕмĕрех пĕрле утма тĕв тунă. Çамрăк мăшăр "Гвардеец" колхозра ĕçленĕ. Надежда Михайловнăна бригадирта тăрăшнă чухне колхоз председателĕ Шупашкара звеньевоя вĕренме янă. Уйăх çурă вĕренсен хăмла плантацийĕнче звеньевойра ĕçлеме пикеннĕ. Пĕр улшăнмасăр 18 çул ĕçленĕ. Кирек мĕнле ĕçре те аптăраманскер, яланах малтисен ретĕнче пулнă. Планран ирттерсе патшалăха пĕрремĕш сортлă хăмла ăсатнă. Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Н.М.Миронова "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Юбилей медалĕсем те чылай унăн. Колхозра нумай çул хушши ĕçне чунтан юратса туса пынăшăн "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Надежда Михайловна пур ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. 25 çул хушши Кивĕ Шăмăршăри халăх фольклор ушкăнне çỹренĕ. Юрра-ташша ăстаскер, хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ ялсенче кăтартнă. "Ĕçне кура хисепĕ", - тенĕ ваттисем. Ахальтен мар ăна халăх хисепленĕ, шаннă. Тăватă хутчен Васан ял Советне, пĕр хутчен район Советне депутата суйланă. Надя аппа халăх шанăçне тỹрре кăларнă. 1967 çулта Надежда Михайловнăна халăх сучĕн заседательне те суйланă. 80 çула çитрĕ пулин те, Надя аппа ĕлĕкхи пекех вăр-вар, эрех-сăрапа иртĕхмест, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Кỹршĕ-аршăпа та килĕштерсе пурăнать. Паянхи кунчченех ялти ветерансен совечĕн председателĕнче тăрăшать. _ Ачасемпе мăнуксем час-часах килсе çỹреççĕ, йывăр ĕçсене тума пулăшаççĕ. Вĕсем _ юрату çимĕçĕсем, пирĕн йăха тăсакансем, чуна ăшăтакансем, - тет ĕçпе вăрçă ветеранĕ

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика