15 ноября 2006 г.
ЫТЛАШШИ сăмах ваклама юратмасть пулин те, "Исток" ООО ертỹçинчен Ю.А.Старшовран хама мĕн кирлине ыйтса пĕлтĕм-пĕлтĕмех. 720 гектар çинчен вăтам шутпа 24-шар центнер тырă (пĕтĕмпе 1460 тонна) пуçтарса кĕртни çинчен пĕлтерчĕ Юрий Артемьевич. Кĕр тыррисем гектар пуçне çирĕм пилĕкшер центнер тухнă. Вырмара А.Садертдинов, П.Смаев (иккĕшĕ те _ ДОН-1500 комбайнсемпе), В.Искандеров комбайнерсем, В.Кузнецов, Н.Яковлев, М.Казаков, В.Крылов, О.Львов шоферсем, А.Кузнецов, А.Ефимов, А.Ильин, В.Матросов механизаторсем, ытти ĕçченсем пысăк хастарлăх кăтартнă. 110 гектар çинчи сахăр чĕкĕнтĕрĕ те тухăçлă çитĕннĕ, гектартан 250-шар центнер пылак тымар çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри завода 2000 тоннăна яхăн чĕкĕнтĕр леçнĕ, хальлĕхе 84 тонна сахăр песукĕ тиесе килнĕ. _ Пирĕн патăрта ĕçлекенсен ĕç укçи пĕчĕк мар _ натурăпа тỹленине шута илсен уйăхне 4 пин тенкĕ ытла тухать, - пĕлтерчĕ Ю.А.Старшов. _ Паллах, ĕç дисциплини те çирĕп: ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе, веле-селе ĕçлекенсемпе тỹрех сывпулашатпăр. "Исток" ООО выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал икĕ вите хута янă, 175 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Хальлĕхе сăвакан ĕнесен йышĕ 44 пуç, килес çул 100 пуçа çитересшĕн. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ вара 250 пуçран кая пулмалла мар. Хайпăлари бригадăра 34 пуç ăратлă лаша усраççĕ, килес çул лаша ферми йĕркелесе ярасшăн. Хуçалăх выльăх çимине ытлашшипех хатĕрленĕ. Çур аки валли вăрлăхсем те çителĕклĕ, минераллă удобренисем те халех туянма пуçланă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"