25 ноября 2006 г.
ÇАК кунсенче Васанти вăтам шкулта вĕренекенсем электронлă почта урлă пыракан Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнчĕç. Сăмах май, "Русский Медвежонок - 2006" ятпа йĕркеленĕ вăйăра, Раççейри шкулсемсĕр пуçне, Белоруссири, Украинăри, Казахстанри вĕренекенсем те ăмăртаççĕ. Çак вăйă чăннипех те питĕ интереслĕ. Вăл вырăс чĕлхин илемлĕхне, ку наука ачасене чăннипех те тыткăнлама пултарнине кăтартса парать. Шкулти 2-11 классенче вĕренекенсем уйрăм вариантсем тăрăх тĕрлĕ заданисем пурнăçларĕç. Заданисем ытлашши йывăрах мар, анкетăсенчи вырăс чĕлхипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине кашниех хуравлама пултарать. Конкурс итогĕсене Мускавра 2007 çулхи февраль уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Вăййа хутшăннисене пурне те сертификат ярса параççĕ. Заданисене туллин те интереслĕ пурнăçланă вĕренекенсене вара призпа чыслаççĕ. Кăсăклă вăййа О.В.Антонова, Г.М.Полякова тата Н.П.Архипова учительницăсем йĕркелесе ирттерчĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"