Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрлак çул тата çурт тăрринчи юр асăрханма хистет

25 февраля 2022 г.

ÇУТ ÇАНТАЛĂКĂН, паллах ĕнтĕ, япăх вăхăчĕ çук, анчах та вăл япăхланса пынине кура сахал мар йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Хĕл те хăйĕн илемĕпе савăнтарнă вăхăтрах пирĕн ума тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать.

Юлашки эрнере çанталăк кăнтăрла тĕлне ăшăтать, каçалапа вара сивĕтет, çавăнпа та çулсем пăрлакланас, пỹрт тăррисенчен юрпа пăр ишĕлсе анас хăрушлăх пысăк. Шуçлак çулсем чрезвычайлă лару-тăру сăлтавĕ пулса тăраççĕ, çуран çỹрекенсем, çавăн пекех транспорт умĕнче пысăк йывăрлăх кăларса тăратаççĕ. Урамра суранланасси те палăрмаллах ỹссе пырать: шăм-шака е ал-урана çапăнса ыраттарни, мăкăлтани тата хуçни. Пăрлă çулсем çинче çул-йĕрпе транспорт инкекĕсен шучĕ те сахал мар. Инкек курнисен шутне лекес мар тесен çак йĕркесене пăхăнмалла:

- шутарман атă-пушмак тăхăнма тăрăшмалла;

- ура тупанĕсем çине лаппăшпех пусса утмалла;

- ура айне пăхса утмалла, хăрушă вырăнсенчен пăрăнса çỹремелле, пăрлă шыв кỹлленчĕкĕсем урлă пĕчĕк утăмсем туса каçмалла;

- иртен-çỹрен çулсем çинче тимлĕ пулмалла, васкама, чупма кирлĕ мар;

- пур тайлăк вырăнтан та пăрăнса иртме тăрăшмалла;

- алла япала тытмасан аванрах, ăна кĕсьене чиксе пымасан вырăнлăрах, мĕншĕн тесен ун пек шуса ỹкес хăрушлăх вăйланать.

Асра тытăр: çурăм çине, ỹпне ỹкни уйрăмах хăрушă, мĕншĕн тесен пуç мими кисренме пултарать. Кун пек чухне тухтăр патне каймаллах.

Водительсен вара çул çинче пысăк хăвăртлăхпа çỹреме тăхтамалла. Пăрлак çулсем çинче машинăна итлеттерме кансĕртерех, çавна май аварисен шучĕ те самаях ỹсет.

Çанталăк ăшăтса янă май пỹрт тăррисенчен юрпа пăр ишĕлсе анас хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа та пỹрт çумĕпех иртсе çỹремесен лайăхрах. Çуртран тухнă чухне усăнса аннă юрпа пăр ишĕлсе анас вырăнтан май килнĕ таран пăрăнса иртме тăрăшăр, уйрăмах ачасене вĕсен çывăхне пырасран сыхлăр.

Автомашинăсене те çурт çивиттисем çинче капланнă юр ишĕлсе анма пултаракан тĕле лартмасан аванрах.

Кăçал хĕлле, чăнах та, юрлă пулчĕ. Ял çыннисем картишĕнчи юра тасата-тасата хăшкăлсах çитрĕç пулмалла. Хăшĕсем вара пĕр вăтанмасăр капланнă юра иртен-çỹрен çул çине е кỹршисем умне кăларса тăкаççĕ. Кун çинчен хаçатра çырса та сивленĕччĕ те, çапах çакăн пек тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ-ха. Те хаçат пачах вуламаççĕ, те юри çынран кулаççĕ? Çак киревсĕр йăла пирки редакцие килсе калакан та, шăнкăравлакан та нумай. Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттарма тивет: иртен-çỹрен çулсем çинче юр куписем туса лартса «Васкавлă пулăшу» машинине те вăхăтра кĕтсе илеймĕпĕр, хамăр пурнăçшăнах пысăк хăрушлăх тухса тăрать-çке, ял-йышăм. Кỹршĕ-аршă пĕр-пĕрне хисеплетĕр, сума сутăр. Ăнланманнисене вара - «хулăн тирлисене» - явап тыттармах тивет пуль çав.

Иртен-çỹрен çулсем çине юр тăкнишĕн Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 12.33 статйипе административлă яваплăх тыттараççĕ. Граждансене - 5 пинрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене - 25 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене - 300 пин тенкĕ административлă штраф тỹлеттереççĕ.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика