04 марта 2022 г.
ÇĔР çинче тĕрлĕ халăх, наци пурăнать. Вĕсен хушшинчи хутшăнусем питĕ йывăр. Çавăнпа та çак хутшăну культури пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Пĕр-пĕрне хисеплесси тата пĕр-пĕринпе туслă пурăнасси çакăнтан килет те ĕнтĕ.
Ырă хутшăну чи малтанах калаçура палăрать. Кирек хăш çынпа та (вăл хăш наци çынни пулнине, мĕнле тĕне ĕненнине е чĕлхепе калаçнине, хăш йăла-йĕркене тытса пынине пăхмасăр) хисеплесе сăпайлăн калаçмалла. Калаçура сасса хăпартасран, тавлашуран, хирĕçỹллĕ самантсенчен пăрăнмалла, туслăха упрас шухăшлă пулнине палăртмалла. Наци пирки сăмах пынă чух мĕнле те пулсан йăла-йĕркерен шутсăр тĕлĕннине кăтартма кирлĕ мар, критикăран аякра тăмалла. Пĕр-пĕр ĕç пурнăçлама хистесрен те асăрханăр, толерантлăх пурнăçри чи кирлĕ ен пулнине асра тытар.
Кирек хăш çĕр-шывра е регионта пулсан е пурăнсан та, вырăнти йĕркесене хисеплемелле.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"