04 марта 2022 г.
Чăваш Енре Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцине пуçарнă. Ҫак кунсенче Шупашкартан тиевлĕ пĕрремĕш машина çула тухнă. Унта çынсене кирлĕ япаласем: апат-çимĕç, таса шыв, канцеляри тавар.сем, ача-пăча япалисем, теттесем, дезинфекци тумаллисем, куллен усă курмалли ытти хатĕр-хĕтĕр. Донбасран килн. беженецсем валли япала пухмалли ятарлă 27 пункт уçнă. Вăл шутра пирĕн районта та. Гуманитари пулăшăвĕ пухакан центр Шăмăршă район администрацийĕнче (Шăмăршă ялĕ, Советсен урамĕ, 8-мĕш çурт, 6-мĕш пӱлĕм, хĕрӱ лини телефонĕсем – 2-32-26) вырнаçнă.