Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвалла пулсан та, ялан малалла

21 мая 2020 г.

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пур çĕре те васкакан, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшакан, ывăннине пĕлмесĕр ялан малаллах ăнтăлакан çын яланах хисепе тивĕç. Çакнашкаллисене ларса-тăма пĕлменскерсем, теççĕ.

Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхне Андрей Удина шăпах çавсен шутне кĕртес килет. Вăл ялан çынсем хушшинче, çынсемпе пĕрле. Васкавлă ĕç пурнăçламалла пулсан Андрей Николаевич канмалли кунсене те шута илмест, ир-ирех ĕç вырăнне васкать. Ял тăрăхĕнче те ун валли ĕç тупăнсах пырать, кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшмалла, кашнинпех пĕр чĕлхе тупмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар.

Унăн ĕç вырăнĕнче ларма та вăхăт çук. Ял тăрăхĕ районта чи пысăкки пулнăран ĕçлемелли те кунта нумай. Çитменнине тата хăш-пĕр ялсем ял тăрăхĕн администрацийĕнчен самай аякра вырнаçнă. Вĕсем пирки те манмалла мар, унти ĕçсене те вăхăтра татса памалла, кашни палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Апла пулсан та, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ йывăрлăхсем умĕнче пуçне усмасть, ялан малалла ăнтăлать.

_ Пирĕн команда çирĕп, _ йăл кулса сăмах хушать Андрей Удин. _ Ял тăрăхĕн администрацийĕнчи специалистсем _ Алена Смаева, Ольга Мердеева, Елена Масленникова _ мана ăнланаççĕ, кашни ĕçре пулăшса пыраççĕ. Çавăнпа эпир тăвалла пулсан та, ялан малалла ăнтăлатпăр. Районта иртекен мероприятисене хастар хутшăнатпăр, ял уявĕсене йĕркелетпĕр. Спортра та ыттисенчен юлса пымастпăр, юрă-ташăра та пултаратпăр.

Шăмăршă ял тăрăхĕнче кăçал та курăмлă пысăк ĕçсем тума палăртнă. Вырăнти масар хăтлăхĕ çынсене хумхантарать, калаçтарать. Кăçал ăна йĕркене кĕртме пăхса хунă. Паллах, тума палăртнине вĕçне çитермеллех. Çавăнпа та çынсен те ку ĕçре пуçарулăх кăтартмалла. Масар _ сăваплă вырăн. Çавăнпа та унта пурнăçлама палăртнă ĕçсенчен пăрăнса юлмалла мар, вăхăтра укçа-тенкĕ тỹлемелле.

Район центрĕ илемлĕ те тирпейлĕ пултăр тесе те сахал мар тăрăшаççĕ. Аслă урамра ларса канма саксем лартрĕç, юнашарах çỹп-çап пăрахмалли урнăсем. Çулпа тротоурсем хушшинчи газона та вăхăтра çултараççĕ, бордюрсене, йывăçсене, çутă юписене те шуратсах тăраççĕ. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпейлесси пирки те манмаççĕ, кашни çулах черетлесе вĕсене йĕркене кĕртсе пыраççĕ.

А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика