Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăна яланах çар ĕçĕ илĕртнĕ

08 ноября 2019 г.

Архипов Николай.jpg

 
ÇАК кунсенче Ярăслав ялĕнче пурăнакан Николай Архипов 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Ăна районта пурăнакансем педагогика ĕçĕн ветеранĕ тесе пĕлеççĕ _ 41 çул вăл Васанти вăтам шкулта çамрăксене тарăн пĕлỹпе воспитани парас енĕпе тăрăшнă. 1972 çулта тин çеç çар службинчен таврăннă çамрăк лейтенанта Васанти вăтам шкулта НВП (пуçламăш çар вĕренĕвĕ) предметне ертсе пыма шаннă. Çапла пуçланса кайнă педагог биографийĕ.

Н.Архипов пĕчĕкрен çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та пурнăçра пĕтĕмпех эпир шутланă пек пулса тухмасть. Николай Васанти вăтам шкул хыççăн çар училищине кайма хатĕр-леннĕ: пур предметпа та лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, вăй-халне спортпа тĕреклетнĕ. Çак шухăша ашшĕ кăна _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ _ ырламан. Пĕртен-пĕр ывăлне хăйĕн-чен аякка ярас килмен унăн. Аппăшĕсемпе йăмăкĕсем те (пиллĕкĕн ỹснĕ вĕсем çемьере) унсăрăн тăлăххăн тăрса юласшăн пулман _ тăван мар амăшĕпе çитĕннĕ вĕсем. Кун çути панă амăшĕ Николай 5 çул çурăра чухнех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ...

Çемйине итлесе, йĕкĕт çар училищине мар, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытать. Унта ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн, 1970 çулта, çар ретне тăрать.

Кавказра, артиллери çарĕнче иртет Н.Архиповнăн чи асра юлнă çамрăклăх çулĕсем. Кунта унăн пултарулăхĕ яр-уççăн палăрма тытăнать. Тбилисире 6 уйăхлăх сержантсен шкулне "5" паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн полковник ăна унтах хăварасшăн пулнă. Чăн та, савăнать çак хыпара илтсен чăваш каччи, анчах та чикĕ хĕрринче служба ирттерме ĕмĕтленни канăç памасть ăна. Çапла вăл Армени Республики чиккинче вырнаçнă Ленинакан хулине лекет, зенитпа ракета взвочĕн подразделенийĕн командирĕ пулса тăрать. Кунта унăн минометран тĕл перес ăсталăхĕ тата çỹлтен-çỹле çĕкленме май парать. Аслă сержанта часах взвод командирĕ пулма шанаççĕ. Мускаври çар комиссийĕ умĕнче артиллери снарячĕпе тĕл персе тепĕр хут чапа тухать вăл. Хальхинче ăна çакăншăн кĕçĕн лейтенант званипе пĕрле Пятигорскри çар училищине вĕренме илесси çинчен те пĕлтереççĕ. Анчах каллех тăван килĕ куç умĕнче тăрать офицер асĕнче: инвалид ашшĕ _ "Мухтав" орденĕн кавалерĕ тата йăмăкĕсем...


Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн 82-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика