Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çамрăклăхне аса илчĕç

30 октября 2018 г.

4eho2mvo-na.jpg

 
ШĂМАТКУН, октябрĕн 29-мĕшĕнче, комсомол организацийĕ 100 çул çитнине халалласа Васанти краеведени халăх музейĕнче чаплă мероприяти иртрĕ. Уява иртнĕ ĕмĕрте çамрăксемпе пĕтĕм вăй-халпа, чун-чĕре туртăмĕпе ĕçленĕ активистсем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче Чăваш Патшалăх аппарачĕн ĕçченĕ, МВД запасри полковникĕ Петр Свеклов, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Галин, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Яковлева, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем Н.Куприянов тата В.Урахова, Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин ветеранĕ Ф.Каргин, Васанти шкул ачисен комсомол организацийĕн секретарĕ С.Чеменева, Чăваш Республикин ВЛКСМ обкомĕн секретарĕсем - Г.Телегина, О.Федорова, производство, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тата ыттисем те.

Культура çурчĕн фойинче ВЛКСМ организацийĕн атрибутики, комсомолецсен ырă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стендсем, кĕнеке куравĕ. 

«Комсомолпа нихăçан та сыв пуллашмастăп...» мероприятие Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Алексеев уçрĕ. Тĕл пулăва килнĕ хăнасем хăйсен çамрăклăхĕнчи ВЛКСМ организацийĕпе çыхăннă самантсене аса илчĕç, пурне те комсомол юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. 

Уява шкул ачисем те - Шăмăршăри волонтерсем ,Карапай Шăмăршăри юнармеецсем - хутшăнчĕç. Васанти тĕп шкулта вĕренекенсем, ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе мероприятие илемлетсе тăчĕç. Шупашкартан тата Шăмăршăран килнĕ артистсем те хăйсен ăсталăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. Тĕл пулу тăрăшшĕпех комсомолецсен хастарлăхĕ çинчен хывнă юрăсем янăрарĕç, вĕсене залра ларакансем те киленсех юрларĕç. 

Чи интереслĕ самант - 1968 çулта, шăпах çур ĕмĕр каялла, комсомолецсем хальхи çамрăксене чĕнсе каланă çырăвне капсулăран кăларни (ăна çĕр айне чавса чикнĕ пулнă)тата ăна вуланă хыççăн краеведени музейне яланлăхах упрама пани.
Тухса калаçакансем пурте комсомол организацийĕ хăй вăхăтĕнче хĕрсемпе яшсене воспитани парас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывни çинчен каларĕç, çамрăксене Тăван çĕршыва сыхлама, ĕçе юратма, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшнине палăртрĕç. 

Тĕл пулу кашнин асĕнчех ырă аса илỹсем вăратрĕ, хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕ. 

Г.ЛАРШНИКОВ, 
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика