19 октября 2018 г.
СЫВЛĂХ – чи пысăк пуянлăх, ăна укçапа та, ылтăнпа та илме çуккине лайăх пĕлетпĕр. Вăл çирĕп пултăр тесен ăна тĕрĕслеттерсех тăмалла, тухтăрсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, профилактика мероприятийĕсем ирттермелле.
Васанта пурăнакансен халь çапла тума пур услови те пур. Виçĕмкун, октябрĕн 17-мĕшĕнче, унта вĕрçĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Сăмах май, ку вăл пирĕн районта ятарлă программăпа тунă иккĕмĕш ФАП пулчĕ. Республикăра çак ĕç 2013 çултанпа пырать, пурĕ 180 ФАП уçăлнă. Çак тĕллеве пурнăçлама кăçал Чăваш Енре 94,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес çул республикăра тата 25 сывлăх объекчĕ хута каймалла.
Васанти çĕнĕ ФАП çуртне «Арка» ООО питĕ хăвăрт - 3 уйăхра туса пĕтерсе хута янă. Унта медицина ĕçченĕсене вăй хума условисем çителĕклех: шыв кĕрет, тухать, газ, электричество, интернет, хальхи йышши сĕтел-пукан, çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă ĕç вырăнĕ. Пỹлĕмсем çутă, таса, ăшă. Е.Гаврилова фельдшерица уйрăмах савăннă:
- Эпир çак куна тем пек кĕтрĕмĕр, - тет вăл, - пациентсене çĕнĕ çуртра йышăнма питех те кăмăллă.
Çĕнĕ ФАПа чаплă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова тата Шупашкартан килнĕ хăнасем - ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ А.Коршунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Ермолаев, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени директорĕ В. Доброхотов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Т.Вашуркина уçрĕç.
Васансене çак савăнăçлă кун ячĕпе Александр Петрович ăшшăн саламларĕ, фельдшерпа акушер пунктне чирлесен кăна мар, ытларах ырă сĕнỹ-канаш ыйтма пымалла пултăр терĕ. Район пуçлăхĕ Владимир Васильевич та пухăннисене çĕнĕ медицина пункчĕ уçăлнăшăн чунтан савăнни çинчен пĕлтерчĕ, пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ.
Çавăн пекех ял халăхне саламласа М.Хамдеев, К.Ермолаев, И.Смирнова, В.Доброхотов, Т.Вашуркина сăмах илчĕç.
Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çак объект епле çĕкленни çинче чарăнса тăчĕ. Строительство вырăнне хатĕрлеме, çĕнĕ ФАП çуртне хăпартсан унта газ, электричество кĕртме, канализаци системине вырнаçтарма, объектăн йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртме васансен сахал мар тăрăшма тивнĕ. Çапла пĕрлештернĕ вăйпа кар тăрса ĕçленĕшĕн Юрий Валерьевич ял халăхне тав сăмахĕ каларĕ.
Ял çыннисен ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р.Смаева тухса калаçрĕ, çĕр-шыв, республика, район ертỹçисене пахалăхлă медицина пулăшăвне вырăнтах илме май туса панăшăн чун-чĕререн тав турĕ.
Çĕнĕ ФАП çурчĕ, ахаль те çутă тĕслĕскер, кĕркуннехи хĕвелĕ савса пăхнăран, сарă-хĕрлĕ çулçăллă йывăçсем хушшинче питĕ илемлĕн курăнса ларать. Йывăç лартас акци пынă май, тĕп хуларан килнĕ хăнасем, ял çыннисемпе пĕрле, кунта татах йывăçсем лартса хăварчĕç. Хыр, чăрăш, каштан хунавĕсем - пурĕ 10 тĕп - çуркуннепе ешерсе, яла илем кỹрĕç, çулла - сулхăн, хĕл кунĕсенче - хỹтлĕх парса тăрĕç. ФАП çурчĕ умĕнче ỹснĕрен, сывлăша та тасатса тăрĕç.
Çапла паллă кун пулса иртрĕ Васан ялĕнче. Ăна шкул ачисем, «Виç ял» хĕрарăмсен пултарулăх ушкăнĕ хаваслă юрăсемпе чăн- чăн уяври пек илемлетсе тăчĕç. Юлашкинчен мероприятие килнисем пурте çĕнĕ учрежденипе шала кĕрсех паллашрĕç, унти илемпе хăтлăха пысăк хак пачĕç.
Г.ИВАНОВА.