Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пуласлăхшăн атте-анне тар тăкнă

14 сентября 2018 г.

ПЕНСИ тытăмĕнчи улшăнусем пирки юлашки вăхăтра сахал мар калаçаççĕ. Уйрăмах пенсие тухмалли вăхăта ỹстерни пăшăрхантарать. Мĕнле сăлтавсене пула çакна йышăнма тивнĕ пирки президент пĕтĕм халăх умĕнче тĕплĕн ăнлантарса пачĕ пулсан та, улшăнусем пирки çынсем калаçма чарăнмаççĕ. 
Акă иртнĕ эрнере диспансеризаци тухнă май, больницăра пултăм. Врачсем патне яланах черет. Стационарта сипленекен икĕ ватă хĕрарăм пырса тăчĕç черете. Пĕр çамрăк хĕрарăм: «Эсир кайран та ĕлкĕретĕр - пĕрех кунта выртатăр!» - тỹрккес сăмахсем каласа вĕсен умне пырса тăчĕ. Икĕ ватă, аран-аран утаканскерсем, кайрĕç вара пăрахса. 
Калаçу малалла тăсăлчĕ. 
- Çак ватăсене пенси тỹлеме укçа сахалланса пынипе халь пирĕн пенсие тухиччен тата 5 çул ĕçлемелле, - терĕ çамрăк хĕрарăм тарăхса. 
- Çулсем иртсен эсир те ватăлатăр. Хăвăр та пенси илме тытăнатăр, - эпĕ те сăмах хуш- рăм. 
Унта илтнĕ сăмахсем хама каланă пекех туйăнчĕç, тарăн шухăша ячĕç. Эпĕ халь 84 çулта. Ватă çын. Пирĕн пенсишĕн аннесем пĕр пус илмесĕр ĕç кунĕ ларттарса минимум тултарассишĕн тăрăшнă. Мĕнле вăйлă пулнă ун чухне патриотизм туйăмĕ! Ачисене сахалтарах çитерсе, патшалăха йывăрлăхра чухне сĕтне, çуне, какайне, çăмартине парса тăнă, юлашки укçипе заем облигацийĕсем туяннă. Пуласлăха шаннă, йывăр, нушаллă пурăнсан та, ачисен малашлăхĕ çăмăлрах пуласса кĕтсе ĕçленĕ. Вĕсен юррисем те хурлăхлă пулнă. Акă çак юрă сăмахĕсем асра юлнă: 
Хура вăрман çинче хура пĕлĕт, 
Тата мĕн çăвасси пур-ши-ха? 
Пирĕн курас нуша ай пĕтмерĕ - 
Тата мĕн курасси пур-ши-ха... 
Нушасене курса пĕтерсессĕн, 
Тен, ырлăх та курма тивĕ-ха. 
Ырлăхне нумай кураймарĕç пирĕн аннесем. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пенси илме 1965 çулта тин тытăнчĕç. Ăна та ячĕшĕн кăна, питĕ сахал панă. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма ĕлкĕрни - вĕсемшĕн чи пысăк телей пулнă. 
Эпир, паянхи пенсионерсем, кашни уйăхрах пенси илетпĕр, паллах. Унăн виçи кашни çыннăн уйрăм. Пурне те тивĕçтерсех каймасть пулсан та, пурăнмалăх çитет. Халĕ хамăр ĕçлейместпĕр, çав вăхăтрах кашни уйăхрах вăхăтлă, ĕç укçи илнĕ пекех, пенси парса тăнăшăн савăнатпăр. 
Ф.КУЗНЕЦОВА, 
районти Ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика