Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç тĕрекĕ - çемье

07 сентября 2018 г.

Пурнăç тĕрекĕ - çемье

ЭНТĔРЬЕЛĔНЧЕ пурăнакан ĕçчен те тирпейлĕ Хафизовсене ял-йыш яланах пĕрле курма хăнăхнă: ĕçре те, урамра та, вăрманта та, пасарта та. Ахальтен Нарспипе Сетнер темен ĕнтĕ. Çапла 51 çул мăшăр кăвакарчăн пек шăкăл-шăкăл калаçса килĕшỹпе ăнланура ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ вĕсем. 
Зоя Ивановна 1946 çулта Хайпăла ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Вунпĕр ача - 3 ывăлпа 8 хĕр çитĕннĕ вĕсем, Зоя - çемьере пиллĕкмĕш. Ашшĕ - Иван Александрович Николаев - вăрçă ветеранĕ, Палтиелĕнчи вăтам шкулта математика вĕрентнĕ, амăшĕ Анна Трофимовна пуçламăш класра ĕçленĕ. 
Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче нумай ачаллă çемьене патшалăх уйăхсерен 4 михĕ çăнăх парса пулăшнă. Амăшĕ кăмакаран тутлă шăршăллă 8-9-шар çаврака çăкăр кăларнине халĕ те лайăх астăвать. Çăкăр лартиччен вара вăл кăмака умĕнче капăртма пĕçерсе илнĕ - унран тутлăраххи пулнă-ши çав çулсенчи ачалăхра? 
Вăтам шкул хыççăн çур çул Шупашкарта вĕреннĕ хыççăн вăрăм та хулăм çỹçне иккĕлле çивĕтлекен сарă хĕр хăйсен ялĕнчи лавккара сутуçăра ĕçлеме тытăнать. Шкулта та спортпа туслă пулнă продавщица районти ăмăртусене те хутшăнать. 1966 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче çапла унăн райпо командишĕн Шупашкарта та йĕлтĕрпе чупма тивет. Унта Энтĕрьелĕнчи Анатолий Хафизовпа паллашнă та вĕсем. Вăл ун чухне райпора водительте ĕçленĕ - ялсене çăкăр турттарнă. Хаваслă та илĕртỹллĕ шофер- спортсменпа тепĕр çулхине пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 
З.Хафизова Энтĕрьелĕнче те малтанхи çулсенче лавккара ĕçленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн пĕрин хыççăн тепри 5 ача -ывăлпа 4 хĕр - савăнăç кỹнĕ çемьене. Вĕсене çитĕнме тивĕçлĕ условисем тăвассишĕн тем пек тăрăшнă çамрăк мăшăр. Часах уйрăлса тухса пысăк чул çурт çавăрма вăй çитернĕ. Ачисем шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне спортпа та пултаруллă çитĕннĕ. Кунта уйрăмах Сергей ывăлĕ ырă тĕслĕх кăтартнă кĕçĕннисене - хăвăрт чупассипе те, спорт вăййисенче те. Амăшĕ каласа панă тăрăх, виçĕ çултах аслисемпе футболла выляма çерем çине тухнă вăл, пĕчĕклех спортăн тĕрлĕ енĕпе аталаннă. 
Ашшĕпе амăшĕн йĕлтĕрĕсем те халĕ те упранаççĕ-ха - вунă çул каялла та хĕлле иккĕшĕ вăрман хĕррине ярăнма çỹренĕ. Анатолий Алимзянович 68 çулта та Шăмăршăри ял тăрăхĕн ăмăртăвне хутшăнса ветерансен хушшинче Диплома тивĕçнĕччĕ. Халĕ вара ватăсене ачисем, мăнукĕсем спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Акă кăçал та Сергей мăшăрĕпе тата хĕрĕпе республикăра район чысне хỹтĕлесе çемье эстафетине хутшăнать. Çак кунсенче 50 çул тултаракан учитель ăмăртусенче çав-çавах çивĕч-ха. Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура предметне илсе пынă май, çамрăксене те çак ăсталăха тăрăшса вĕрентет. Ахальтен мар вăл «РФ вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 
Аслă ăрури Хафизовсем ачисене кашнинех пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма пулăшнă. Пурте çемьеллĕ, ятарлă пĕлỹллĕ. Наталия хĕрĕ район администрацийĕнче МФЦ ертỹçи, Анна - «Сказка» ача садĕнче педагог-психолог. Светланăпа Татьяна та хулара садикре ĕçлеççĕ. Ачисем тăван килне çемйипе тăтăш килсе çỹреççĕ, пур уява та пĕрле пуçтарăнаççĕ. Кил-хуçалăхĕнчи ĕçсенче те пулăшсах тăраççĕ. 78 çулхи кил хуçи çулсем иртнĕçемĕн ĕçре яланах тĕрек пулаймасть ĕнтĕ, 72-ри Зоя аппа вара çав-çавах вăр-вар, вашават. Март уйăхĕнче пỹртре пахча çимĕç калчисене ỹстернинчен çĕр ĕçне пуçăнать те мĕн сивĕтиччен пахчаран кĕме пĕлмест. Хĕлле валли маринадсем хатĕрлеме, салатсем тума та ăста. 
- Эпĕ пурнăçра телейлĕ. Мăшăртан çур ĕмĕр ытла пурăнса та пĕр сивĕ сăмах илтсе курман - яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр чĕлхе тупса пурăннă. Çемьере (кĕрỹсен хушшинче те) эрех-сăрана килĕштерекен, пирус туртакан çук. Мăнуксем те - вĕсем вун иккĕн - пурте пултаруллă. Спартак Мускавра аслă пĕлỹ илчĕ, халĕ Андрей та унта 4-мĕш курсра вĕренет. Анатолий Шăмăршăра кафе уçрĕ - предприниматель. Икĕ мăнук çемьеллĕ те ĕнтĕ. Кĕçĕн мăнук та пур пирĕн, - калаçать ĕç ветеранĕ Зоя Ивановна. - Ачасене те, мăнуксене те çемьере хамăр пек телейлĕ пулма сунатпăр. Çак сăмахсемпе иртнĕ уйăхра Спартак мăнука та туйĕнче пил патăмăр. Пĕринчен тепри маттур пирĕн йăха тăсакансем!- савăнăçне пытараймасть телейлĕ асанне тата кукамай. 
Хисепе тивĕçнĕ çемьене пур мăнукне те туйра чĕререн тухакан пил сăмахĕ калама çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика