Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăç тĕрекĕ - çемье»

24 августа 2018 г.

«Пурнăç тĕрекĕ - çемье»

СЕРГЕЙ АНДРОНОВ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ пек. Вăтам вĕренетчĕ. Картинăсем ỹкерме ăстаччĕ. Шăрçа пек пĕр тикĕс, хитре почеркпа çырнă тетрачĕсем яланах тирпейлĕччĕ - пĕр ытлашши пăнчă тупаймăн. Акатуйра юланутпа çил пек ыткăнса чи сумлă приз çĕнсе илетчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ - чупассипе, турник çинче туртăнассипе, тĕл перессипе районти ăмăртусенче те палăрнă. Стадионпа юнашар пурăннăран пуль, пушă вăхăтне ялан унта ирттернĕ. Пулас кун-çулне те спортпа çыхăнтарма шутланă - физкультура учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 
Хусанти физкультура институтне вĕренме кĕнĕ тапхăрта урине ыраттарни ĕмĕтне чарса тăнă. Сергей вара Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче ятарлă пĕлỹ илет. Физкультурăпа сывпуллашма шутламасть те. Унта вĕреннĕ çулсенче спортăн 5 тĕрлĕ енĕпе тупăшса (пятиборье) республикăри студентсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать. 
Техникум хыççăн салтак службине кайма черет çитет. Ăна чыслăн пурнăçлама вăл пĕчĕкрен хатĕрленнĕ. Хăйне спортра, тĕрлĕ йывăр ĕçре пиçĕхтернĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çуллахи каникулта колхозра сысна кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Уншăн ăна пĕр машина вутă, пĕр лав тырă, укçа та панă. Сакăр класс хыççăн çу каçипе пăрусем пăхнă. Каллех ашшĕ-амăшне пулăшу. Хăй те иртен пуçласа каçчен аслисемпе пĕр тан ĕçлесе çирĕпленнĕ, вăй-халне тĕреклетнĕ. 
Çемьере ывăлсенчен асли пулнăран - 3 ывăлпа хĕр ỹснĕ вĕсем - ачаранпах пĕтĕм йывăр ĕçе хăй çине тиенĕ. Спорта та шăллĕсене хăех явăçтарнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче ирсерен вуншар çухрăм чупма хăнăхнă - Виçпỹрт ялĕн вĕçне, шоссене çитиех. Хуть хăш çанталăкра та - çумăр тăкса çăвать-и, çил-тăман ахăрать-и... Ахальтен мар районти призывниксен ăмăр- тăвĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăнма пул- тарнă. 
Салтак служби Оренбург облаçĕнче пуçланать. Çур çул çар пурнăçне хăнăхтараççĕ. Кунта та турник çинче 220 хут çаврăнса çĕнтерỹçĕ пулать, уншăн ăна киле кайса килме отпуск параççĕ. Анчах унпа усă курса ĕлкĕреймест - вĕсен чаçне Германие куçарса каяççĕ. Унта та спортра палăрать Совет Союзĕн Геройĕ В.Уруков ячĕллĕ батальонра служба ирттерме тивĕçнĕ Андронов. Хальхинче ăна тинех отпуск парса хавхалантараççĕ. 
Спорт унăн пурнăçне яланлăхах кĕрсе юлнă. Халĕ те 50 çулхи Сергей Витальевич çирĕп йĕркепе пурăнать. Çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕскер, ирхине Атăл хĕррипе е çывăхри ращара чупса киленет. Пĕччен мар, савнă мăшăрĕпе Вальăпа - 25 çул каялла пĕр ял хĕрĕпе пĕрлешнĕ вăл. Ытарайми икĕ хĕрне те çак йĕркепе çитĕнтереççĕ. Хулара хускану уйрăмах кирлĕ. Унсăр пуçне вунă çул хушши ĕнтĕ ир те, каç та сивĕ душ айĕнче çăвăнать. 
Канмалли кунсенче Андроновсен туслă çемйи, ялти пекех, дачăра çĕрпе ĕçлеме юратать. 
Сергей чылай çул ĕнтĕ предприниматель пулса ĕçлет. Тăван-хурăнташĕпе питĕ çывăх. Строительство е юсав ĕçĕсенче яланах пĕрле. Пушă вăхăта та пĕрле ирттереççĕ. Эрех-сăрасăр, сывă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ. Пирус таврашне те нихăçан та çывăха яман. 
Хăйĕн ашшĕ-амăшĕ халĕ çук ĕнтĕ. Анийĕ патне вара хуть мĕнле ĕçре те пулăшма ĕлкĕрет, çуралнă кунĕ ячĕпе хăна-вĕрле пуçтарса чаплă лару-тăрура саламлать. Галина Михайловна та шутсăр килĕштерет кĕрỹшне. Мăшăрĕн шăллĕсемпе тата ачалăхра пĕрле ỹснĕ юлташĕсемпе эрнере икĕ хут хулари стадионта футболла выляççĕ. «ДМБ» (деревня Малое Буяново) футбол команди те йĕркелесе янă вăл 7 çул каялла. Республикăри ветерансен комадисемпе çулсерен тупăшаççĕ. Чи малти вырăнсене йышăнмасан та, призерсенчен юлсах каймаççĕ. Команда капитанĕ тата спонсорĕ - Сергей Андронов. Тăван Пуянкасси ялĕнче те вăл кашни çулах февралĕн 23-мĕшĕнче район шайĕнчи футбол турнирĕ йĕркелесе ирттерет. Пĕр çулхине ăмăртăва çичĕ команда таран пухăннине аса илет вăл. Вăйă- ра хавхалантарса тăракан ентешĕсен кăмăлне çĕклеме час-часах Шупашкартан паллă эстрада çăлтăрĕсене илсе килет. Концерт курса савăнаççĕ вара ял çыннисем. 
- Малти вырăна тухасси мар, хăвна спорт форминче тытса тăни паха. Эпир ялта чупса çỹресе ĕçлеме хăнăхнă, çак йĕркепех пурăнма тăрăшмалла, - тет Сергей Андронов. 
- Пурнăç тĕшши, пĕлтерĕшĕ мĕнре? - шкулти пек тĕпчетĕп 80-мĕш çулсенчи вĕренекенĕме. 
- Пурнăçра чи хакли - çемье. Телей çăл куçĕ те çакăнта, - хуравлать çак кунсенче 50 çул тултарнă юбиляр. - Тата ватăсен сăмахне ăша хывса пурăнмалла. Вĕсене пулăшни нихăçан та çухалмасть, тĕрек парса тăрать, - кашни сăмаха шутласа калаçать вăл.
Мĕнех, тепĕр «пиллĕк» сана тĕрĕс хуравшăн, аçу-аннỹн пилĕнчен тухманшăн. Эпĕ яланхи пекех ăнăçу та телей кăна сунатăп сире, Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ ачасене. Яланах такăр çул пултăр! 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика