Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăн, ял-йыш?

22 сентября 2017 г.

ÇАК ыйту çине тĕрлĕрен хурав пама пулать. Ăçта ĕçлеççĕ, ăçта вара?.. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче учрежденисен ертỹçисем ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеймеççĕ имĕш. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вăл - ял территорийĕнче вырнаçнă кашни объектшăн явап тытать. Çавăнпа та унăн сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ертсе пынипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе район администрацийĕн пайĕсен ертỹçисем çак кунсенче тăватă ял тăрăхĕнче пулса курчĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пуçаруллă (инициативный) бюджет меслечĕпе ĕçлеме пуçланăранпа ялсем çĕнелсе пыни курăнать.

Чукал ял тăрăхĕнче ушкăн шкулпа ача садĕнче пулса курчĕ, ялсенчи çулсен пахалăхĕпе кăсăкланчĕ.

Вăрçăра вилнисене асра тытасси - пирĕн сăваплă тивĕç. Вырăс Чукалĕнче, акă, Асăну паркĕ йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă. Проекта пурнăçлама пуçаруллă бюджетпа усă курса 309,5 пин тенкĕ укçа кайнă. Çак пархатарлă ĕçрен ыттисем те пăрăнса юлман: ял çынни сем, предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем те укçа парса пулăшнă, пурĕ 61, 9 пин тенкĕ пухăннă. Ытти тăкаксене республика бюджетĕнчен 247,6 пин тенкĕ саплаштарнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов каланă тăрăх, кунта ĕçчен те хастар çынсем сахал мар. Ялсенче çĕнĕ çурт-йĕр çавăрасси те начар мар пырать.

Анчах ялсенче кивĕ, ишĕлсе ларакан çуртсем вĕлтĕрен ăшне путни яла чыс та, илем те кỹместех. Вĕсен хуçисем те çук мар. Вĕсене тупса тивĕçлĕ мера йышăнмаллах.

Кивчукалсем те çĕнĕлле пурăнма тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Чамеев ялти Пионерская тата Сосновка урамĕсенче 1257 метр вак чул сарас ĕçсен малтанхи тапхăрĕпе паллаштарчĕ. Ĕçе пурнăçлакан «ГСК» ООО çула кăçалах, ноябрьте вĕçлеме палăртать.

Çавăн пекех ушкăн «АгроТранс Порт» ООО хирĕсене те çитсе курчĕ. Хуп-хура ялтăртатса выртакан сухаланă хирсем чуна савăнтараççĕ. Ял тăрăхĕнче тăватă фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлет.

Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнче те пулса курчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пыракан ушкăн. Вăл ялти вăтам шкула юсас ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ, А. Сатеев фермер хуçалăхĕн уй-хирне çитрĕ. Акăнман-сухаланман çĕрсем такамран пулăшу ыйтнă евĕр сарăлса-тăсăлса выртни чуна ыраттарать.

Юлашкинчен ушкăн Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пулчĕ. Масар çинчи ял çыннисен вăйĕпе тунă çĕнĕ çурт та тата пуçаруллă бюджет меслечĕпе тытнă хапха ку ял тăрăхĕнче ĕçчен те пĕр-пĕринпе килĕштерсе-ăнланса ĕçлекен халăх пурăннине ĕнентерчĕç. Çавăн пекех ушкăн вăтам шкула, ача садне тата Культура çуртне çитсе курчĕ, çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Н.ИЛЬИНА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика