14 сентября 2017 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри вырма ĕçĕсене вĕçлени çинчен пĕлтереççĕ. Олег Павлов, Валерий Симурзин, Андрей Юнкеров фермерсем пуринчен малтан «хир карапĕсемпе» каçалăк вĕçне çитрĕç, халăхра каланă пек «путенине тытрĕç».
- Тепĕр питех те яваплă тапхăр - кĕраки пуçланчĕ, - пĕлтерчĕ хаçат корреспондентне район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. - Пурĕ 3050 гектар кĕр тырри- сем акмалла. Кăçал эпир кашни гектарах минерал удобренийĕ пе усă курса акма тĕллев лартрăмăр. «Çĕр çăкăрĕн» усси куç умĕнчех: «АгроТранСпорт» ООО гектар пуçне вăтамран 36-шар центнер ытла кĕрхи тулă пуçтарса кĕртрĕ.
Вырма вăхăтĕнче «АгроТранСпорт» уй-хирĕнче иккĕ-виççĕ те пулма тиврĕ. Хăшпĕр гектарсем 40-шер центнер ытла тухăç пачĕç. «Скипетр» сорт кĕрхи тулă пирĕн тăрăхра чăннипех те рекорд кăтартрĕ. «АгроТранСпорт» ООО çак культурăна 966 гектар çитĕнтернĕччĕ пулсан, кăçал 1200 гектар акасшăн. Хальлĕхе палăртнин çуракине ытла акнă ĕнтĕ, çак эрне вĕçĕнче «ака пăтти» çиесшĕн.
Кĕраки «Колос» ОООра та хĕрсех пырать. 220 гектар акма палăртнă кĕрхи тулă. Хуçалăх ертỹçи Виталий Захаров кĕр тыррисем çулленех пысăк тухăçпа савăнтарнине палăртсах каларĕ.
Олег Павлов фермер 50 гектар кĕрхи тулă акнă, халĕ унăн техники кỹршĕсене пулăшать.
Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра ыраш манăçа тухма пуçланăччĕ. Кăçал Александр Егоров фермер çак культурăна 40 гектар акма палăртнă. Кунсăр пуçне, Александр Петрович 110 гектар кĕрхи тулă та акасшăн. Вăрлăх çителĕклĕ, минерал удобренийĕ те хатĕрленĕ.
Пирĕн тăрăхра кĕрхи тулла сентябрĕн 15 - 20 - мĕшĕччен акса хăварма тăрăшмалла. Кая юлса аксан калчасем тĕмленсе вăй илеймессе те пултараççĕ, хĕллехи сивĕпе шăнса пĕтес хăрушлăх пур.
Астăватăп-ха, темиçе çул каялла районта кĕр тыррисене хисепсĕре кăларнăччĕ, хăшпĕр хуçалăх вĕсене пачах та акмастчĕ. Çĕр ĕçĕнче технологие çирĕп пăхăнмасан, япăх пахалăхлă вăрлăх аксан, минерал удобренийĕпе усă кур-масан ăçтан пысăк тухăç илĕн ĕнтĕ?
Юрать-ха, юлашки вăхăтра кĕр тыррисем пусăçаврăнăшĕнче каллех сумлă вырăн йышăнчĕç, кăçал вара кĕлет тулли тухăçпа савăнтарчĕç. Тулă çеç мар, ыраш та акса тăвасчĕ малашне, халăхра: «Хура çăкăр çиекен хур курман,» - тенине манса каяс марччĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"