Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илтетĕр-и, шур хурăнсем кашлаççĕ"…

12 сентября 2017 г.

ĂШĂ кăмăллă çынччĕ вăл. Валентина Толкунова репертуарĕнчи юрăсене çав тери юрататчĕ. Пĕррехинче, Чукал енчи колхозран каç пуласпа таврăннă чух, Василий Иванович çул тăрăшшĕпех «Вечер школьных друзей» юрра ĕнĕрлесе пычĕ. 

В актовом зале огни стали тусклыми,

Видно, устали гореть.

Хочется, чтобы мы не были грустными,

Чтоб не умели стареть...

 - Ваня! - автомашинăн малти ларкăчĕнчен тăруках хыçалалла çаврăнса мана чĕнчĕ Василий Иванович. 

- Толкунован сан çинчен çырнă юрри те пур! Вара хулăнах мар илемлĕ те уçă сасăпа юрă пуçларĕ: 

Прячется заря в тумане...

Выйди на свиданье, Ваня.

Звезды не проснулись, Ваня,

Чуткие не спят леса...

Без любви и травка вянет,

Ты такой красивый, Ваня!

Дай мне наглядеться, Ваня,

В синие твои глаза...

- Атте те Иван та, Ваня ята килĕштеретĕп эпĕ, - терĕ йăл! кулса çул юлташĕ. - Эсĕ «Хроника пикирующего бамбардировщика» кинофильм курнă-и? Унта тăватă Иван çинчен хывнă юрă пур:

 Летчик был - Иван Иваныч, 

Штурман был - Иван Степаныч,

 Стрелок-радист - Иван Фомич, 

Техник был - Иван Ильич. 

... Пьет коньяк Иван Иваныч,

Пьет вино Иван Степаныч.

Водку пьет Иван Фомич,

Чинит борт Иван Ильич...

 ХАЛĂХ контролĕн районти комитетне ертсе пынă чухне те, райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ çулсенче те Василий Иванович Максимов райхаçат редакцийĕпе тачă çыхăну тытатчĕ. Вырăнти радиовещани редакторĕпе Геннадий Смаевпа иксĕмĕре вырма вăхăтĕнче каçхи рейдсене илсе çỹретчĕ, çĕрлехи йĕтемре репортаж хатĕрлеттĕмĕр. Ун чух колхозсенче талăкĕпех хĕрỹ ĕç пынă, пĕр смена ывăнса çитсен ăна тепри улăштарнă. Василий Иванович йĕтемре ĕçлекенсемпе механизаторсене ăшă сăмахпа хавхалантаратчĕ, кĕсйинчен блокнот кăларса ĕç кăтартăвĕсене çырса илетчĕ. Тепĕр кунах вырма паттăрĕ ячĕпе район центрĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕклетчĕç, профсоюзпа комсомол ĕçченĕсем хире тухса вымпелпа хавхалантаратчĕç. 

Пĕр çулхине вырма вăхăтĕнче район хаçатне те икшер страницăпа кашни кунах кăларса тăтăмăр. «Фронтри çапăçу вăхăтĕнчи листовка пекех», - çапла хаклатчĕç пирĕн хаçата вăрçă ветеранĕсем. Пысăк материалсем пичетлеме вырăн çукчĕ ĕнтĕ, çапах та уй-хирти лару-тăрăва çийĕнчех çутатса тăнă. Ĕçченсене мухтанипе пĕрлех çитменлĕхсене те курмасăр иртмен.

 Маларах комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕскер, Василий Иванович районти çамрăксен пурнăçĕ вĕресе çеç тăтăр тесе ырми-канми тăрăшатчĕ. Кашни ялтах футбол командисем йĕркелерĕç, пирĕн футболистсем республикăра та малти вырăнсене йышăннă. Волейбол вăййи те питĕ хисепреччĕ, шашка-шахмат тусĕсем те нумайланнăçем нумайланса пычĕç. 

Çăмăл атлетика еплерех аталанчĕ тата! Василий Иванович райĕçтăвкомра ĕçлекенсене кашни канмалли кунах стадиона ертсе тухатчĕ, вĕсене курса ытти ĕç коллективĕсем те спорт еннелле туртăнчĕç. 

1980 çулхи июнь уйăхĕнче - Аслă Çĕнтерỹ 35 çул тултарнине тата Мускаври Пĕтĕм тĕнче Олимп вăййисене халалласа - Шăмăршăра Пĕчĕк Олимп вăййисем иртрĕç. Çак пуçарăва Василий Иванович хăй турĕ, район хаçачĕ урлă кашни çынна Пĕчĕк Олимп вăййисене хутшăнма чĕнсе каларĕ. Редакци ырă пуçарăва анлă сарма тăрăшрĕ, Василий Чураков журналист Пĕчĕк Олимп вăййисене хатĕрленсе ирттерни çинчен питĕ лайăх репортажсем пичетлерĕ. 

Халĕ, унтанпа 37 çул иртсен, аслă ăру çыннисем Пĕчĕк Олимп вăййисен медалĕсене упрани çинчен каланине илтетĕп те, чун-чĕре савăнăçпа тулать. Эппин, манмасть-ха халăх районти спорт вучахне чĕртекене, Василий Ивановичăн ытти вун- вун ырă ĕçĕ те çынсен чĕринче упранать. 

Çĕнĕ шкулсемпе клубсем, ача сачĕсем çĕкленчĕç, нихăçан пулманнине районта çул тума пуçăнчĕç. Йывăç кĕперсене тимĕр-бетонран ĕмĕрлĕхех тунипе улăштарчĕç. 

Пултаруллă çын çỹлĕрен çỹлле çĕкленсе пычĕ: Чăваш АССР Министрсен Советĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕнче, Чăваш Республикин муниципал йĕркеленĕвĕн Канашĕнче пысăк яваплă вырăнсенче тăрăшрĕ. Ăçта кăна ĕçлесен те, Василий Иванович яланах тăван район патриочĕ пулнă, çуралса ỹснĕ Шăмăршă тăрăхне аталантарассишĕн çуннă. Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă çулсенче районти суйлавçăсен наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн питĕ нумай тăрăшрĕ. 

Василий Иванович республикăра лаша спортне аталантарассишĕн те вăй-халне шеллемен. «Советская Чувашия» хаçатра Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Айдак кун пирки çапла çырнăччĕ: «...Тинех Чăваш Ене чăн-чăн хресчен чĕрипе лашасене юратакан çын килчĕ. Василий Максимов йышшисем пур чухне чăваш урхамахĕсем çĕршыври чи чаплă ипподромсенче те çĕнтерессе çирĕп шанатăп». 

Аркадий Павловичăн сăмахĕсем чăна килчĕç : Республикăри лаша спорчĕн Федерацийĕн Президенчĕ Василий Максимов тăрăшнипе пирĕн урхамахсем çĕршывĕпех чапа тухрĕç. 

Василий Иванович тăван Шăмăршăра ипподром уçас тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши тата? Кунта ирттерекен кашни ăмăртăвах комментатор пулса ертсе пыратчĕ, курма килнисене кашни лаша çинченех тĕплĕн каласа парса тĕлĕнтеретчĕ.

 Политикăри тата общество пурнăçĕнчи паллă ĕçĕсемсĕр пуçне, Василий Максимов литературăри пултарулăхĕпе те халăха савăнтарчĕ. Ăçтан кăна вăхăт тупатчĕ-ши? Çĕр çывăрмасăр ирттернĕ каçсенче пье- сăсемпе очерксем шăрçаланă, район историне тĕпчесе «Как ты хороша, родная Шемурша...» ярăмпа темиçе кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Шăмăрша килсе кайнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, Василий Иванович тăван халăха «Президент России В.В.Путин в Шемурше» кĕнеке парнелерĕ. 

- Район историне тĕпчемелле те тĕпчемелле-ха, - тетчĕ Василий Иванович. - Аваллăхсăр малашлăх çук. Çитес ăрусем валли район летопиçне çырса хăварасси - манăн чи пысăк тĕллевĕм. 

Шел, хăйĕн чи çутă ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсене пурне те пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймерĕ Василий Максимов. Хăрушă вилĕм 2012 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинне, Тăван çĕршывăн нумай наградине илме тивĕçнĕ хаклă çыннăмăра пиртен ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ. 

70 çула та çитейменччĕ-ха вăл. Ĕçлемелле те ĕçлемеллеччĕ. Халăхăмăр валли ыррине тата та ытларах тăвас ĕмĕтлĕччĕ. 

Кăçалхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Василий Максимов çуралнăранпа 75 çул çитет. Çак ятпа районта тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. «Ырă çын вилет, ырă ячĕ юлать», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене Васи- лий Иванович çинченех каланăн туйăнать. 

Шăмăршăра пĕр урама ун ятне пани те, вăл çуралса ỹснĕ Анат Чаткасра Асăну хăми вырнаçтарни те, ипподромра ăна хисеплесе ăмăрту ирттерни те çакнах çирĕплетеççĕ.

Василий Иванович районта ĕçленĕ çулсенче тăван çутçанталăка пуянлатассишĕн, тăпра эрозине чарса лартассишĕн нумай тăрăшрĕ. Кашни ялтах пĕвесем тунине, кĕперсене çĕнетнине, çулсене юсанине аслă ăру çыннисем асрах тытаççĕ.

 ШУПАШКАР енчен Шăмăршă ялне пырса кĕнĕ тата Чĕмпĕрелле тухса кайнă чух çул çỹрекенсене чипер пике пек яштака шурă хурăнсем кĕтсе илсе ăсатаççĕ. Çак йывăçсене Василий Иванович пуçарса- ертсе пынипе эпир лартнăччĕ.

Илтетĕр-и, шур хурăнсем кашлаççĕ,

Манма памаççĕ ырă çынсене.

Чĕрĕ пулсан, вăл пирĕнпе ташлатчĕ,

Тăсса яратчĕ «Аки-сухине...»

...Хăй çук пулсан та, ячĕ халăхра

- Асра тытаç ăна Шăмăршăра. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

 

 
 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика