Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта хурĕç тыррине, кама сутĕç улмине?

18 августа 2017 г.

РАЙОН администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин тин çеç Чаткас тăрăхĕнчен таврăннă. Кăмăлĕ питĕ çĕкленỹллĕ унăн. 

- Пĕлетĕн-и, Михалыч, фермерсем чупа-чупа ĕçлеççĕ вĕт! - терĕ вăл хаваслăн. - Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кĕр тыррисене паян-ыран пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртĕç. 

Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов 90 гектар кĕрхи тулă çитĕнтернĕ. Уяр çанталăкра чунтан тăрăшса ĕçленĕрен, тырă йĕтеме типĕ кĕнĕ. 

- Гектартан вăтам шутпа 30-шар центнер тухрĕ, - каласа парать Василий Николаевич. - Тырă нумай, ăçта хумаллине те пĕлместĕп. Элеватор, çĕнĕ тухăçа типĕтме хăвачĕ çитейменнипе, хальлĕхе тырă йышăнмасть. 

Фермер кĕр тыррисене кăçал та 100 гектартан кая мар акасшăн. Вăрлăх та, удобрени те çителĕклĕ. Чăн-чăн хресчен пек, çĕре тислĕк тăкса çемçетнĕ. «Хура пусă парĕ усă», - çапла такмакларĕ çĕр хуçи. Николай Гор- бунов механизатор акана тухма команда пуласса çеç кĕтет. 

Анат Чаткасри пĕртăван Андрейпе Юрий Юнкеровсем те хĕвелпе пĕрле тăрса кун тĕттĕмлениченех хĕрỹ ĕçре. Юрий урпа пухса кĕртет, хăйĕн хирĕнче ĕç вĕçленсенех Андрее пулăшма васкĕ. Тухăç лайăх, фермер гектартан миçе центнер илнине пĕлтермерĕ пулин те кĕлет тулли пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Андрей Юнкеров вара ир ĕлкĕрекен çĕрулми уйĕнче тăрăшать. Ултă гектар йышăнать «жуковский ранний» сортлă «иккĕмĕш çăкăр». Хальлĕхе виçĕ гектара яхăн кăларнă ĕнтĕ. Çĕрулмине пуçтарса кĕртме ял çыннисем пулăшаççĕ.

Фермера «иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарас ыйту хытă пăшăрхантарать:

- Курăр-ха, çĕрулми шултăра та илемлĕ вĕт! Анчах ăçта хумалла ăна? Самарăран килнисем килограмне вунă тенкĕпе темиçе тонна туянчĕç-ха, сутмалли вара тата та нумай. Республикăра хатĕрлев ĕçне хăçан йĕркелеме шутлаççĕ-ши? Е чăваш хресченĕ çитĕнтернĕ пахчаçимĕç паян никама та кирлĕ мар-и? 

Çĕрулми туса илекен тепĕр фермер - Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин - пĕлтĕр тухăçа ниçта та хурайманнипе чунтан тарăхса çапла каланăччĕ: 

- Шăмăршă районĕ Шупашкартан инçетре вырнаçнипе пирĕн нушасем никама та пăшăрхантармаççĕ пулмалла. Çĕршыва çĕрулми кирлĕ те мар ши? 

Эпир çитĕнтернĕ ялхуçалăх продукцине туянас мар тесе çĕр тĕрлĕ сăлтав тупаççĕ. Кун пек чухне ĕçлес кăмăл та пĕтет, алă та усăнать.

Ман шутпа, çĕрулмипе купăстана, ытти пахчаçимĕçе тупăшлă варнаçтарас ыйтупа республикăри Ялхуçалăх министерствин пуçарулăх кăтартса ĕçлемелле. Капла мĕнле пулса тухать-ха: хула çыннисем çĕрулми туянасшăн, фермер вара «иккĕмĕш çăкăра» ниçта хураймасть. 

Хатĕрлев ĕçне йĕркелеменнипех ял çыннисем те килти пахчара çитĕнтернĕ тухăçа никама та сутаймаççĕ. Çавна пулах çĕрулмипе ытти пахчаçимĕçе çултан çул сахалран сахалрах туса илеççĕ, акăнман çĕр лаптăкĕсен шучĕ ỹссех пырать. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика