Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика рейчĕсем иртеççĕ

11 июля 2017 г.

ÇЫНСЕНЕ пушарта вилесрен тата аманасран асăрхаттарса, вут-кăвар ан тухтăр тесе халăха ăнлантарас тĕллевпе çăлавçăсем тăтăшах профилактика рейчĕсем ирттереççĕ.

Черетлĕ рейд иртнĕ эрнере Пуянкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ, унта 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, полици уйрăмĕн тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Палăртма кăмăллă, Пуянкасси ял тăрăхĕнчи ялсенче юлашки ултă уйăхра пушарсем пулман. 

Хайпăла ялĕнче килĕрен çỹресе, рейд бригадин членĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн пурте пĕлме тивĕç правилисемпе паллаштарнă. Пурне те памятка, рекомендаци тата килти хуçалăхра асăрхануллă пулмалли пирки кирлĕ сĕнỹ панă. 

Чăн малтан кивелсе çитнĕ электропроводкăна вăраха тăсмасăр улăштармалли, промышленноç туса кăларнă предохранительпе çеç усă курмалли, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене юсамалли тата хăрăмран тасатмалли çинчен калаçнă. Мăрьесене штукатурка тумалли тата шуратмалли çинчен те аса илтернĕ. 

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем граждансене вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтереççĕ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика