Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутра та çунман

02 февраля 2013 г.

КИВĔ ШĂМĂРШĂРИ Ф.Каргин тăхăр класс пĕтернĕ çул Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнă.

Çамрăкăн малалла вĕренес ĕмĕчĕ татăлнă: 1941 çулхи хĕлле Улатăр хули таврашне оборона сооруженийĕсем тума тухса кайма тивнĕ. 1942 çулхи августра унăн салтак ячĕ тухнă.

Малтанласа Федор Петрович çар ĕçне вĕреннĕ. 1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче хăйне Сталинграда хÿтĕлеме ăсатнине ветеран халĕ те лайăх ас тăвать. Хĕрÿ те хаяр çапăçусене, вутра хурçă та çуннине ăçтан манăн-ха;

734-мĕш полкра çапăçнă Ф.Каргин сержант, Паулюс фельдмаршалăн 300 пин çынлă çарне унка илсе аркатса тăкнинче пирĕн ентешĕн тÿпи те пур. Пĕр çапăçура хăюллă салтак урине хытах амантнă. Сталинградшăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Федор Петровича "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă.

Госпитальтен сывалса тухсан Кивĕ Шăмăршă каччи каллех фронта васканă, Крыма ирĕке кăларас çапăçусене хутшăннă, пăрлă шыва пăхмасăр Сиваш урлă каçнă. Каллех аманнă салтак. Унăн пуля шăтарнă комсомол билечĕ халĕ Васанти краеведени музейĕнче упранать.

Хĕвелтухăç Пруссие ирĕке кăларассишĕн те çапăçнă Ф.Каргин. Унăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль те пур.

Кенигсберга ирĕке кăларассишĕн пынă пĕр çапăура пирĕн ентеш вăйлă контузи илнĕ. Госпитательтен сывалса тухсан ĕç батальонĕнче взвод командирĕ пулнă.

Çĕнтерÿçĕ салтак – Ф. Каргин аслă сержант киле 1945 çулхи декабрьте таврăннă, ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕ: «Гвардеец» колхозра (каярахпа совхоз) ахаль колхозник, бригадир, крадовщик пулнă. Çĕнтерÿçĕ салтак мирлĕ ĕçре те хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă.

Ялти хисеплĕ ветеран Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕнче шăпах 89 çул тултарать. Çавах та ватлăха парăнасшăн мар-ха çамрăк чунлă Федор Петрович. Çитĕнекен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе те çине тăрсах тимлет, шкул ачисемпе тăтăш тĕл пулать. Ачасем тенĕрен, Федор Петрович Лидия мăшăрĕпе сакăр ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика