23 августа 2014 г.
Ачасемпе çамрăксен тумĕ мĕнлерех пулмаллине Раççей Федерацийĕн "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" тата "Халăхăн санитарипе эпидемологи шайне лайăхлатасси çинчен" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Тумсен хăрушсăрлăх требованийĕсене те çирĕплетнĕ. Пир-авăр материалсем тата вĕсенчен хатĕрленĕ çи-пуç биологи тата хими хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтермелле. Çирĕплетнĕ нормăсем те пур. Талăкра çыннăн ỹт-тирĕ витĕр 4,5 литр углекислăй газ тухать. Температура ỹсни тата вăй хурса ĕçлени газ ылмашăвне темиçе хутчен ỹстерет. Кун пек чухне çын хăйне япăхрах туйма пуçлать. Çавăнпа ача-пăча тумĕ, шкул форми хăйсен витĕр сывлăша лайăх кăлармалла. Çакă материалтан та нумай килет. Ача-пăча тумĕн рынокĕн пĕтĕмлетĕвĕ çакна кăтартса парать: шкул костюмĕсене ытларах чухне синтетикăран тата штапельтен çĕлеççĕ, полиамид, полиэфир материалĕсемпе те усă кураççĕ. Çăмран тĕртнĕ пусма-тавара, пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе, 30-35 процент полиэфир тата виçĕ процент капронпа 40 процент лавсан хушаççĕ. Тумăн, паллах, ăшша та лайăх тытмалла. Вăл, йĕпенсен, ăшă тытаслăха çухатать. Çакна шута илсе çăм пусма-тавара 50 процента яхăн хими хутăшĕсемпе пуянлатма тивет. Çỹлерех каланине шута илсе, пир-авăр материалĕсемпе анлăрах усă курмалла. Çакă сывлăха та сиен кỹмест, усăллăрах та.
Н.СЕРГЕЕВА, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"