26 апреля 2014 г.
Çапла, пысăк уяв пек хаваслă та илемлĕ иртрĕ Чăваш чĕлхи кунĕ районта. Тĕп уяв вара кĕçнерни кун Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче пулчĕ. Унта шкулсенчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем, ял тăрăхĕсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, шкул ачисем, тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем хутшăнчĕç. Уява пуçтарăннисене Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков ăшшăн саламларĕ, чĕкеç чĕлхи пек çепĕç чĕлхемĕре упрама, тăван халăха юратма чĕнсе каларĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕ З.В.Головинская та Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я.Яковлевăн Халалне асра тытса пурăнма ырă сĕнỹ пачĕ. Зоя Васильевна пирĕн тăрăхран тухнă чаплă çынсемпе - писательсемпе, юрăçсемпе, ỹнер ăстисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Чăннипех те пуян çав пултаруллă çынсемпе пирĕн юратнă Шăмăрш Енĕмĕр! Çакна Пуянкасси, Васан ял тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем те, Шăмăршăри ачасен "Антонина" тата "Фламинго" ташă коллективĕсем те çирĕплетсе пачĕç. Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан çĕр-шывĕпех паллă скульптор Федор Мадуров уявра сăмах илсе тăван район çыннисемпе тивĕçлипе мухтаннине палăртрĕ. Ун сăмахне çирĕплетсе, паллă юрăç-ентешсем Светлана Яковлевапа Сергей Кувшинов юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, тепĕр ентешĕмĕр Николай Пыркин музыкçă асамлă кĕвĕсемпе чун- чĕрене тыткăнларĕ... Уяв ячĕпе фойере чăваш халăхĕн ал ĕç япалисемпе кулинари çимĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Çапла, уяв ячĕшĕн çеç мар, чăннипех те чаплă та асра юлмалла иртрĕ, Шăмăршăсем И.Я.Яковлев Халалне асра тытса пурăннине - тăван чĕлхепе халăхсем хушшинчи туслăха упрассишĕн тăрăшнине çирĕплетсе пачĕ.
И.АНАТКАС.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"