16 апреля 2014 г.
Районта "Йывăç ларт тата ăна упра" акци старт илчĕ. Чăн малтисен шутĕнче Васан ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçе пуçăнчĕç. Апрелĕн 11-мĕшĕнче ял администрацийĕнче, культура аталанăвĕн центрĕнче тата фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем Кивĕ Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркне тасатса-тирпейлесе тухрĕç, йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварчĕç.
Ю.ИЛЬИН, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"