28 марта 2014 г.
ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче мартăн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри куç начар куракансен обществин Патăрьелĕнчи организацийĕн конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие уçса, куç начар куракансен вырăнти (Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи) организацийĕн ертỹçи В.Сидоров делегатсем умĕнче отчетлă тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Пĕрлех Валерий Васильевич организацире инвалидсем ятарлă изданисене сахалтарах çырăнса илнине тата инвалидсем хушшинче куç начар кураканнисен Пĕтĕм Раççейри обществин членĕсен йышне илес ĕç хальлĕхе çителĕксĕр пынине те асăнчĕ. Организацин контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ А.Углев отчетлă тапхăрти ĕç-хĕл пирки тухса калаçнă хыççăн А.Любимова куç тухтăрĕ сăмах илчĕ. Анна Алексеевна инвалидсене çулталăкра икĕ хутран кая мар врач кабинетне пыма сĕнчĕ. Малалла районти халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Н.Ендиеров тухса калаçрĕ, куç начар куракан çынсене патшалăх уйăракан çăмăллăхсене асăнчĕ. Николай Иванович çавăн пекех вырăнти организацин ертỹçисемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнине те палăртрĕ. Пĕтĕм Раççейри куç начар кураканнисен Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Ю.Сергеев конференци ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. Юрий Ефимович пурне те сывлăх, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ. Вырăнти обществăлла организацин секретарĕ Л.Макарова конференци постановленийĕн проектне вуласа панă хыççăн делегатсем ăна сасăласа çирĕплетрĕç, вырăнти организацин ĕç-хĕлне вăтам хак пачĕç. Конференцие килнисене А.Петровапа И.Медведев солист-вокалистсем лирикăллă юрăсемпе савăнтарчĕç.
И.ВАНИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"