Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомани хăрушлăхĕ хăратать

08 февраля 2014 г.

ГРЕК чĕлхинчен «наркомани» сăмах «хупăрласа илни, тĕлĕк, ăссăрлăх, ухмахлăх туртăмĕ» тесе куçарăнать. Наркомани çын организмне пуçĕпех аркатать, ăна типсе хăртать, вăй-халне туртса илет. Наркотик хатĕрĕсен тыткăнне çакланнă çын вĕсемсĕр пурăнма та пултараймасть.

Наркоманин чи анлă сарăлнă тĕсĕсен шутне токсикомани (эмелсемпе, хими хатĕрĕсемпе виçесĕр усă курни), алкоголизм (организм этил спирчĕллĕ хатĕрсем патне туртăнни), пирус туртни (никотин туртăмне çакланни), кантăр препарачĕсемпе усă курни (гашиш, марихуана), мăкăнь алкалоичĕ (опий, морфин, героин), синтез майĕпе хатĕрленĕ наркотиксемпе усă курни кĕреççĕ.

Наркотиксен çаврăнăшне контроллесе тăракан Федераци службин кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре наркотиксене пула кашни кунах 80 çын вилет, 250-шĕ усал чир тыткăнне çакланать.

ООН çумĕнчи ятарлă комисси пĕлтерни тата та хăратать: Раççейре наркотиксемпе усă куракансен йышĕ 3 миллионран пуçласа 4 миллион таранах, 2013 çулта 503 пин çынна диспансери учетне илнĕ.

Наркомансен çав тери пысăк пайĕ – çамрăксем. Акă мĕншĕн ĕнтĕ ООН комиссийĕ çамрăксемпе ĕçлессине вăйлатма, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлама чĕнсе каланă. Çамрăксене спорта юратма хăнăхтармалла, сывлăхлă çын çеç телейлĕ, çĕр-шывшăн усăллă пулнине сăмахпа та, ĕçпе те ĕнентермелле.

Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем пушă вăхăта ăçта тата мĕнле ирттернипе, камсемпе туслă пулнипе, хăйсене хăйсем мĕнле тыткаланипе кашни кунах интересленмелле, çамрăксем вилĕм çулĕ çине тăрасран (наркомани пирки урăхла мĕнле калăн-ха;) çав тери асăрханмалла.

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика