Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕнче

13 января 2014 г.

Хăйĕн ĕçне прокуратура СССРти прокурор тĕрĕслевĕн положенине тĕпе хурса пурнăçласа пынă. Унтанпа вăхăт сахал мар иртрĕ ĕнтĕ, анчах çак хушăра прокуратура ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсем улшăнман: вăл халĕ те законлăха çирĕплетес, законсене пăсассине чарас тата пÿлес, пенсионерсемпе инвалидсен, сахал тупăшлă граждансен, çул çитмен çамрăксем прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать.

Иртсе кайнă 2013 çулах илер-ха. Ку тапхăрта закон йĕркисене пăснă 650 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе прокурор тĕрĕслевĕн 450 актне тăратнă: закондательствăна пăснă пирки 134 представлени, законсене хирĕçлекен актсем тăрăх 65 хирĕçлев, административлă правăна пăснăшăн 37 ĕç пуçарнă, пĕтĕмĕшле тĕрĕслев йĕркипе судсене 212 заявлени ярса панă, пĕтĕмĕшле надзор тĕрĕслевĕсен материалĕсемпе 3 уголовлă ĕç пуçарнă.

Пĕлтĕр прокуратурăн яланхи надзорĕн объекчĕ: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен право акчĕсем законсемпе килĕшсе тăни, граждансен ĕçлев прависене хÿтĕлени, çурт-йĕрпе бюджет законодательствине пăснине пÿлесси, çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлесси, коррупцие чарса лартасси.

Экономика сферинче прокуратура харпăрлăх çинчен калакан закон мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма тăрăшрĕ. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхне мĕнле приватизацилени те тимлĕхсĕр юлман.

2013 çулта, тĕпрен илсен, район прокуратури ĕç законодательствине пăснине чакарас тата граждансен ĕç прависене сыхласа хăварас тĕлĕшпе те татăклă мерăсем йышăннă. Сăмахран, вăхăтра ĕç укçи тÿлеменшĕн организацисемпе предприятисен 11 ертÿçине явап тыттарнă, вĕсене штраф тÿлеттернĕ. Пĕр сăмахпа, айăпа кĕнисене никама та пуçĕсенчен шăлман. Законсем шăпах çапла тума ыйтаççĕ.

Кунсăр пуçне прокуратура ĕç укçи тÿлес енĕпе ĕç законодательствине пăснă пирки должноçри 20 çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă, Шăмăршăри 1-мĕш номерлĕ суд участокне ĕçлекенсен прависене хÿтĕлесе, 489 пин тенкĕ ĕç тÿлевĕн парăмĕсене шыраса илме суд приказĕсене пама ыйтса 179 заявлени тăратнă.

2013 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх прокуратура коррупципе çыхăннă пĕр преступление тупса палăртнă. Çавăн пекех, пĕтĕмĕшле надзор тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕнче коррупцие хирĕçле законодательствăна пăхăнассине пăснăшăн 9 представлени тăратнă, должноçри 9 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем право акчĕсенче коррупци факторĕсем те палăрнă. Ку енĕпе прокурор 2 хирĕçлев тăратнă, вĕсене пурне те пăхса тухса тивĕçтернĕ.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: хыçа юлнă 2013 çулта прокуратура ĕçĕ-хĕлĕнче сахал мар ырă енсем палăрчĕç.

С.Егоров, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика