Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн

23 ноября 2013 г.

Çĕр-шыври демографи лару-тăрăвĕ пирки, ахăртнех, ун чухнех шухăшланă. Çакă халăх йышне ÿстерме пулăшнă. «Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнисем хăш-пĕр çăмăллăхсемпе те усă курма пултарнă.

Йышлă ача çуратса пăхса ÿстересси пĕрре те çăмăл мар, нумай-нумай йывăрлăх витĕр тухма тивет. Çирĕп чунлă хĕрарăмсем вара шикленсе тăман: вуншар, хăшĕсем ытларах та ачана кун çути пилленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çакна чăннипех иксĕлми паттăрлăх теме пулать. Вĕсем ачисен, халăх хисепне тивĕçлĕ.

Пирĕн районтан «Ача амăшĕ героиня» хисеплĕ ята чи малтан илнисенчен пĕри – Шăмăршăра пурăннă Мария Федоровна Лысова (1946 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче тивĕçнĕ). Ун хыççăнхи списока çаксем тăсаççĕ:

Евдокия Гавриловна Чамеева, Кивĕ Чукал (24.05.1946);

Анастасия Игнатьевна Бибукова, Çĕнĕ Чукал (06.07.1948);

Перасковья Кирилловна Николаева, Васан (14.07.1954);

Кафия Сабировна Фектуллова, Баскак (05.08.1954);

Майре Шайдулловна Абульханова, Асанкасси (22.07.1955);

Гельмизямал Шакировна Шарапова, Асанкасси (23.06.1956);

Татьяна Александровна Мишина, Улмаллă (31.08.1956);

Мирзия Идиетулловна Алтынбаева, Палтиел (11.12.1956);

Мезиян Идиетулловна Камальтдинова, Палтиел (11.12.1956);

Азия Саляховна Залалова, Баскак (31.08.1956);

Александра Семеновна Егорова, Çĕнĕ Шăмăршă (30.05.1957);

Зиган Шихамуратовна Мукадесова, Баскак (22.04.1957);

Перасковья Петровна Кузьмина, Асанкасси (14.08.1958);

Анна Трофимовна Николаева, Хайпăла (10.03.1959);

Вайбе Шейдулловна Хасянова, Асанкасси (04.07.1958);

Матрена Федоровна Сандрейкина, Пăчăрлă Пашьел (29.01.1960);

Елизавета Андреевна Щукина, Шамкай (11.03.1961);

Александра Федоровна Дергачева, Кивĕ Чукал (01.07.1961);

Татьяна Васильевна Шингарева, Безднинск (халĕ 101-мĕш квартал пек пĕлеççĕ) (15.03.1962);

Халиме Кадыровна Халимова, Кучек (24.05.1962);

Александра Кирилловна Евдокимова, Кивĕ Шăмăршă (17.08.1965);

Мершиде Алиулловна Билалова, Палтиел (06.10.1966);

Александра Ивановна Алякина, Хĕрлĕ Васан (03.01.1967);

Вера Михайловна Тутаева, Пăчăрлă Пашьел (29.08.1967);

Надежда Алексеевна Малеева, Кивĕ Чукал (12.12.1967);

Мария Ивановна Вазанова, Васан (02.02.1968);

Асие Кабировна Идиетуллова, Асанкасси (19.06.1968);

Ольга Гавриловна Морозова, Çĕнĕ Чукал (20.09.1968);

Александра Васильевна Кузьмина, Виçпÿрт Шăмăршă (15.05.1969);

Фейли Сафиулловна Валеева, Асанкасси (03.07.1969);

Перасковья Михайловна Елисеева, Карапай Шăмăршă (01.10.1969);

Мария Фроловна Малеева, Кивĕ Чукал (09.07.1970);

Ольга Александровна Михайлова, Палтиел (22.10.1970.);

Анна Степановна Ястребова, Кивĕ Шăмăршă (04.03.1971);

Розалия Сергеевна Андреева, Пуянкасси (18.08.1975);

Анастасия Федоровна Чамеева, Кивĕ Чукал (22.11.1976);

Роза Александровна Антонова, Кивĕ Шăмăршă (14.02.1977);

Зоя Сергеевна Ишлинская, Мулла (24.10.1978);

Гельзере Сейфутдиновна Гараева, Патирек (07.12.1982);

Виргения Александровна Григорьева, Канаш (30.12.1985);

Галина Михайловна Ефимова, Кахăрлă Шăхаль (28.05.1990).

Çакăнпа вĕçленет список. Пирĕн пĕчĕк районтан кăна çак хисеплĕ ята 42 хĕрарăм тивĕçнĕ. Халĕ вĕсенчен хăшĕсем çук ĕнтĕ – хăйсен çемйисенчен, пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă. Анчах вĕсен сăваплă ячĕсене никам та манмасть. Халĕ пурăнакансене вара – чыс та хисеп. Вĕсене Анне кунĕпе саламлатпăр.

М.ЗАХАРОВ, тавра пĕлÿçĕ.

Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика