12 октября 2013 г.
Хуçалăхра тĕш-тырăсене вăхăтра пухса кĕртнĕ-ха. Çанталăк чăрмантарнине пула çĕр улми кăларас ĕç пĕр вăхăтлăха чарăнса тăчĕ. Халĕ вара ку ĕç те вĕçленнĕпе пĕрех. 30 гектар çине лартса хăварнă «иккĕмĕш çăкăр» 150-шар центнер тухăç парать. Ăна кăларнă çĕрте Валерий Ефимов, Николай Митрофанов тăрăшуллă.
Кăçал хуçалăхра çĕр улмине 60 тоннăран кая мар вăрлăха хывса хăварас тетпĕр. Çав вăхăтрах обществăлла апатлану предприятийĕсене те хамăр ÿстернĕ «иккĕмĕш çăкăра» сутатпăр – ан тив, çынсем кафе-столовăйсенче çитес çулхи тухăçчен улма пăтти çиччĕр.
Çĕртме сухи те тăватпăр. Çакă – çитес çулхи тухăç никĕсĕ. Халĕ хирте тăватă трактор икшер сменăпа ĕçлет. И.Усьманов, Б.Артиков, В.Иванов, Х.Ташанов ĕçне никам та тиркеймĕ.
Ю.СТАРШОВ, «Исток» ООО ертÿçи.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"