31 августа 2013 г.
Çăмăл килмен Васан ялĕнче çуралса кун çути курнă Дмитрий Ильич Чеменев пенсионерăн пурнăç сукмакĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче ялти мĕн пур йывăрлăхсем ÿт-пÿ енчен тĕрекленсех çитеймен çамрăксемпе хавшалса пыракан ватăсем çине тиеннĕ. Вун виççĕри Митя (вăрçă пуçланнă тĕле вăл шăпах çак çулта пулнă) Васанти ытти ачасемпе пĕрле çу кунĕсенче колхоз ĕçне хутшăннă, ывăнни-ĕшеннине пăхмасăр хирте çум çумланă, çурлапа тырă вырнă, çавапа утă çулнă, кĕлте çыхнă, лаша кăрманĕпе утă-улăм пуçтарнă. Çемьере чи кĕçĕнни пулнă май кил-çуртри мĕн пур ĕçе те Митянах пурнăçлама тивнĕ.
– Хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче çывăхри вăрмантан çунашкапа вутă турттарни те, алă-ура шăнса кÿтни те пĕрре кăна мар пулнă, – аса илет халь Дмитрий Ильич.
Вăрçă çулĕсенчи пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр çамрăк Митя шкулта хăйĕн пĕлĕвне ÿстересси çинчен те манман. Вăл тăрăшса вĕреннĕ, кирек мĕнле пулсан та малалла пĕлÿ илес ĕмĕтпе пурăннă.
Фронтран яла тăтăшах пысăк хуйхăллă хыпарсем килсе тăнă. 1942 çулта Мускав патĕнчи çапăçусенчен пĕринче Митян ашшĕ Илья Чеменев хĕрлĕармеец паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни çинчен хурлăхлă хыпар çитет. Çапла Д.Чеменев вун тăваттăрах çурма тăлăха юлать.
– Хаклă ывăлăм, хуть те мĕнле йывăрлăх пулсан та вĕренсе тухма, ял-йышшăн усăллă, кирлĕ çын пулма тăрăш, – çапла пеххиллесе каланă фронта тухса кайнă чух ашшĕ Митяна. Ашшĕн сăмахне ăша хывса яланах асра тытать çамрăк çын.
Васанти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен, вăтам пĕлÿ илес тесе, 8-9 классене Д.Чеменев Палтиелĕ-нчи шкулта вĕренет. Анчах вăтам пĕлÿ илме май килмест, вуннăмĕш класа çÿреме пуçласанах кунти шкул хупăнать. Малалла вĕренес, специальноç илес ĕмĕтпе Митя Чулхулара икĕ çул бухгалтера вĕренет.
Çакăн хыççăн çамрăк специалиста Васан ял Совечĕн секретарĕ пулма шанаççĕ. Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕ-нче яла медсестра пулса ĕçлеме килнĕ Улатăр райо- нĕнчи Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕпе Нинăпа паллашать вăл. Паллашу хĕрÿ юратупа вĕçленет, часах Васанта туй кĕрлесе çĕнĕ çемье чăмăртанать. Пурнăç урапи куснă май, çемье йышĕ те хутшăнсах пырать, 4 хĕр ÿссе çитĕнет.
1949-1963 çулсенче Дмитрий Ильич тепĕр ответлă ĕçре – «Победа» тата «Гвардеец» колхозсен тĕп бухгалтерĕ-нче вăй хунă. Çамрăк специалистăн пултарулăхĕпе ответлăхне кура Д.Чеменева часах виçĕ яла пĕрлештерсе тăракан «Гвардеец» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. Ун чухне «Гвардеец» районти хуçалăхсем хушшинче лайăххисен шутне кĕрет, вăрçă суранĕсене сиплесе çитерет. Çирĕплетсе панă ял хуçалăх производствин планĕсене ăнăçлă та туллин пурнăçласа пыма тытăнать. Д.Чеменев тăрăшнипех виçĕ ялта та выльăх-чĕрлĕх витисем çĕнĕрен тăвас тĕллев лартнă, техника паркĕ те çуллен çĕннисемпе пуянланса пынă, ял çыннисен пурнăç условийĕ-сем те лайăхланма тытăннă. «Шемуршинский» совхоз йĕркеленсен, Д.Чеменева директор çумĕ пулма çирĕ-плетеççĕ. Ку ĕçре те вăл хуçалăх аталанăвĕшĕн мĕн пур пĕлĕвĕпе опытне парса тăрăшать, ял халăхĕн кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, нуши-савăнăçĕпе пĕрле пурăнать.
Кун хыççăн Дмитрий Ильич 5 çул хушши Васан ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшрĕ, районта лайăхпа кăна палăрса тăчĕ. Çак тапхăрта Д.Чеменев, ответлă лава туртнипе пĕрлех, тĕрлĕ обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Ăна темиçе хутчен те район тата Васан ял Совечĕсен депутатне суйлаççĕ. Вăл çавăн пекех район хаçачĕн активлă ялкорĕччĕ. Унăн корреспонденцийĕсемпе хуçалăх экономикин аталанăвне тĕплĕн тишкерсе çырнă материалĕсене вулакансем яланах хапăлласа йышăнатчĕç, кăмăлласа вулатчĕç. Ку пархатарлă тивĕçе Дмитрий Ильич пенсие тухсан та пурнăçлама тăрăшрĕ. Юлашки çулсенче сывлăхĕ кăштах хавшанине пула кăна ял хыпарĕсене пĕлтерсех тăраймасть. Хăй вара хаçат-журналсăр пĕр кун та ирттермест.
Хальхи вăхăтра Дмитрий Ильич Васанти хĕрĕн – Светлана Егорова çемйинче пурăнать. Юратнă мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн, кунта пурăнма куçрĕ. Чеменевсем хăйсен хĕрĕсене тивĕçлĕ воспитани парса тăваттăшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ Дмитрий Ильичăн 8 мăнук, вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Мăнукĕсен ачисем – улттăн.
Çак кунсенче Васанта çеç мар, районĕпех лайăх пĕлекен ĕç ветеранĕ Дмитрий Ильич Чеменев 85 çул тултарчĕ. Ăна çак ятпа ял-йыш общественноçĕпе пĕрле çывăх çыннисем ăшшăн саламлаççĕ, телейлĕ те канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунаççĕ.
П.ФОМИН, районти ветерансен совечĕн председателĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"