31 августа 2013 г.
– Картише курăк пусса илни çак çуртра хуçа çук пекех туйăнать маншăн, – терĕ тÿрех Ярăславра пурăнакан Иван Локтин. – Ял çыннин, ман шухăшăмпа, ĕне усрамасан та, качака-сурăх та пулин тытмаллах.
Хирĕçлеймĕн ялта тĕпленнĕ çыннăн шухăшне: унта тĕрĕслĕх те пурах. Локтинсемех, акă, килти витесене пушă тытмаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра сăвăнакан ĕне, пĕр вăкăр, виçĕ сысна. Сурăхсем те йышлă.
Ял çынни ирпе автан сассипе вăранма хăнăхнă. Чăх-чĕп пирки ыйтсан, кил хуçи аллине кăна сулчĕ:
– Шутламан. Мăшăрăм пĕлсен кăна.
Выльăх-чĕрлĕх усрани кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пыма, нумай ыйтусене татса пама пулăшать. Локтинсем те, акă, кашни кун тенĕ пекех вуншар литртан кая мар сĕт сутаççĕ. Йÿнĕрех те – пĕрех укçа вĕт. Çемье бюджечĕ çакăнтан та пухăнса пырать. Укçан вара – куçĕ çук.
Лаша та усранă И.Локтин, анчах ăна сутма тивнĕ.
– Йĕвене ют çын аллине тыттарсан куççуле тытса чараймарăм вĕт, – аса илет халĕ вăл. – Малашне, тен, тепре те туянăпăр-и.
Выльăх апатне хăй вăйĕпех хатĕрлет çемье. Утă-улăм, фураж кашни çулах ытлашшипех.Выльăх-чĕрлĕх усранин уссине ыттинче те кураççĕ Локтинсем. Ялти кашни çынах минераллă удобренисем туянма пултараймасть. Çĕр – килти пахча – «çăкăр» ыйтать. Çăлăнăç – хĕл каçа пухăннă тислĕкре. Унпа усă курнăран, кашни çул туса илекен пысăк тухăç нитратсемсĕр, экологи тĕлĕшĕнчен таса.
Сăмах май, Локтинсем кашни çулах сахал мар пахча çимĕç туса илеççĕ, хăйсем валли мар, ачисем валли те ытлашшипех. Килте кашни çулах вуншар та вуншар банка варени-компот хатĕрлеççĕ.
В.НИКОЛАЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"