Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă каçĕ

19 декабря 2012 г.

ВАСАН ял поселенийĕн Культурăпа кану центрĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă çак кунсенче илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсем ял-йыша интереслĕ программăллă концертпа савăнтарчĕç.

Малтанах сцена çине Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Вĕсем "Тавах сана, Тăван çĕр-шывăм" литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Ялти ача сачĕн воспитанникĕсем, А.Смаева воспитатель ертсе пынипе, савăк ташă-такмакпа килентерчĕç.

Ярăславри нумай ачаллă Тихоновсен туслă çемйи яланхи пекех çепĕç юрăсем шăрантарса кăмăла çĕклерĕ. Хĕрарăмсен ансамблĕ чăваш тата вырăс композиторĕсен юррисене, Д.Ястребовапа Ю.Ефимова лирикăллă юрăсене кăмăла каймалла юрласа пачĕç. Н.Ларшникова солистка юрланă чăваш халăх юррисене, çамрăксен коллективĕн килĕшÿллĕ ташшисене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. С.Ефимова вара çĕкленÿллĕ кăмăлпа сăвă вуларĕ.

Концерта вĕçлесе, Васанпа Пуянкасси ял поселенийĕсен КВН командисем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енлĕн ăмăртса программăна хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика