18 мая 2013 г.
Ярăславри Ленин урамĕнчи пысăк та хăтлă çуртра Петровсен туслă, ĕçчен çемйи пурăнать. Петр Сергеевичпа Алефтина Михайловна пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе кăçал 35 çул çитет. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Марина университет пĕтернĕ хыççăн Свердловск облаçĕнче суту-илÿ отраслĕнче менеджерта тăрăшать.
Ывăлĕ, Михаил, Шăмăршăра заправка пунктĕнче вăй хурать. Михаил ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕп килте пурăнать. Вăл çемьеллĕ. Наташăпа, сăпайлă та ĕçчен кинĕпе Петровсем тÿрех пĕр чĕлхе тупнă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăнукĕ, виççĕри Юля, Петр Сергеевичпа Алефтина Михайловнăна савăнăç кÿрсе тăрать.
Петровсен кил-йышĕнче кăçалхи май уйăхĕ хăйне евĕр паллă йĕр хăварчĕ – Алефтина Михайловна 55 çул тултарчĕ. Çак юбилей – хĕрарăмшăн ĕмĕр асра юлмалли пулăм. Мĕнле калас, тивĕçлĕ канăва тухмалли тапхăр. Ĕç стажĕ вара унăн çителĕклех – 38 çул. А.Петрован кÿрши пулнă май, манăн ăшă чунлă хĕрарăм çинчен çырса кăтартас килет.
А.Хайлова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1958 çулхи майăн 14-мĕшĕнче 5 ачаллă çемьере çуралнă. Аля чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ, Михаил Сергеевич, колхозра ферма ертÿçинче тăрăшнă, амăшĕ, Ольга Мироновна, уй-хир бригадинче вăй хунă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Аля малалла Васанти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Ытларах алгебрăпа геометри предмечĕсене килĕштернĕ. Маня аппăшĕ пекех повар пулас ĕмĕтпе пурăнаканскер, Аля вăтам пĕлÿ илсен, 1975 çулхи сентябрьте, Кÿкеçри профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. 11 уйăхран 4-мĕш разрядлă повар аттестатне илсен Шăмăршăри кафене ĕçлеме килнĕ. Яваплăха туйса ĕçлени çамрăк повара йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Коллективпа та килĕштерсе ĕçленĕ.
Аля малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Пĕр çулталăк поварта вăй хурсан вăл Шупашкарти бухгалтерсен шкулне вĕренме кайнă. Бухгалтер специальноçне илсен Шăмăршăри «Сельэнергора» кассирта ĕçлеме пуçланă.
1978 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çамрăк специалист пурнă- çĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл тăван ялти ĕçчен йĕкĕтпе – Петр Петровпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
1981 çулхи сентябрьте Васан вăтам шкулĕн дирекцийĕ Алефтина Михайловнăна шкулта поварта ĕçлеме сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ.
Унта çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă А.Петрова. Ачасем валли тулли калориллĕ апат хатĕрлес тесе нумай тăрăшнă вăл. «Районти чи лайăх повар» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
1987-1998 çулсенче «Гвардеец» совхозра аслă поварта вăй хунă. Алефтина Михайловна уй-хир ĕçченĕсене, ыттисене яланах вăхăтра апатлантарнă, апата тутлă пĕçерсе хатĕ-рленĕ. Ун пирки ял-йышра халĕ те ырăпа аса илеççĕ.
1998 çултан пуçласа паянхи кунчченех Росгосстрахăн Шăмăршă филиалĕн Ярăславри агентĕнче ĕçлет. Çынсемпе яланах кăмăллăн калаçать А.Петрова, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакăншăн хисеплет те ĕнтĕ ăна ял-йыш.
Ĕçне кура – хисепĕ. Алефтина Михайловнăна нумай хутчен сумлă Грамотăсем, парнесем парса чысланă. Сăмах май, мăшăрĕ те, Петр Сергеевич, чылай çул Шăмăршăри «Сельхозхими» пĕрлешÿре трактористра вăй хунăскер, нумай хутчен Грамотăсемпе парнесене тивĕçнĕ. Петровсен ĕçчен çемйи яланах йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – 2 ĕне, пăрусем, сурăхсем, хурсемпе чăх-чĕп... Кунсăр пуçне вĕсен пысăк сад та пур. Садра хурт çемйисен вĕллисем.
Çапла, ÿркенмесĕр ĕçлесе, пурнăçа самаях сыпăнтарса пыраççĕ Петровсем. Ĕç вĕсене илем кÿрет.
Е.Петрова, ĕç ветеранĕ.
Ярăслав ялĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"