Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсене асăнса –пĕчĕк вăрман

01 мая 2013 г.

Акă çитес кунсенчех эпир Аслă Аттелĕх вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 68 çул çитнине паллă тăватпăр. Хальхи ăру çак вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунисен тата çĕнтерÿпе таврăннисен умĕнче нихăçан татайми парăмра пулнине эпир пĕр самантлăха та манса каймастпăр. Вĕсем пире лăпкă та мирлĕ пурнăç, ирĕклĕх парнелесе хăварнă-çке!

Паянхи кун тĕлне Васан ял тăрăхĕнче пурĕ те 3 вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать: Васан ялĕнче – Н.Г.Павловпа А.Н. Старый, Кивĕ Шăмăршăра – Ф.П.Каргин. Тăххăрмĕш теçеткене вĕçлекен ветерансен сывлăхĕсем те япăхланнă ĕнтĕ, хăшĕсем вырăнпах выртса тăраççĕ, çапах та Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвас ĕмĕтне çухатмаççĕ-ха вăрçă паттăрĕсем!

Юлашки çулĕсенче ветерансене тивĕçлипе хисеплесчĕ, чаплă уяв кунхине сăмахпа та открыткăпа кăна мар, патшалăх паракан уяв кучченеçне те тивĕçлĕрех парасчĕ, унпа çука юлмăпăр... Юлашки çулсенче ветерансем уяв кунхине паракан кучченеçпе питĕ кăмăлсăррине пĕрре çеç мар асăрхама тиврĕ.

Çĕнтерÿ паттăрĕсене ĕмĕр асра тытса пурăнас тата вĕсене пуç таяс тесе кашни ялтах Асăну палăкĕсем лартнă. Вĕсен таврашне вырăнти шкул ачисем, культура ĕçченĕсем тирпейлесе, пăхса тăраççĕ. Васан ялĕ варринче акă, вăрçăра вилнисене асăнса иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хурăн йывăççисем лартса хăварнăччĕ. Халĕ çак йывăçсем яла илем кÿреççĕ, вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене аса илтереççĕ. Кивĕ Шăмăршăра Асăну палăкĕ йĕри-тавра та пур çакăн пек аллея. Унта чăрăшпа туя йывăççисем нумай лартнă. Çапах та кашни ялах мухтанаймасть-ха çакăн пек парк е аллейăсемпе. Тен, çывхаракан Çĕнтерÿ кунĕ умĕн е уяв кунхине пĕтĕм ялпа кар! тăрса вăрçăра е таврăнсан вилнĕ кашни ентеш ячĕпе пĕрер йывăç лартса хăварар та ăна сыхласа, упраса тăрар. Кунтан та ырăрах ĕç мĕн тăвайăпăр-ши эпир паттăрсемшĕн;

Юлашки вăхăтра ялсенчи урамсенче 30-50 çул маларах лартса ÿстернĕ йывăçсем ватăлса-типсе пĕтрĕç е урамри электропроводсене те кансĕрле пуçларĕç. Çавăнпах вĕсенчен ытларахăшне касма тиврĕ. Вĕсен вырăнне çамрăк хунавсене лартма вара манса каятпăр, çулçисем тăкăнсан урама варлаççĕ имĕш... Тен, кашни килĕ умне е çырма-çатраллă вырăнсене хамăрăн тĕрлĕ вăхăтра килте вилнĕ асатте-асаннене, çывăх тăвансене асăнса тĕрлĕ тĕмсем лартса хăварсан сăваплăрах пулмĕ-ши; Ял та йывăç сулхăнĕ айне хупланса илемленсе ешерĕччĕ!

Урам та шăлса тирпейлейми пултăмăр-ши ĕнтĕ, çав териех кутăна кайрăмăр-ши; Мĕн авалтанах пирĕн чăваш ялĕсенче тĕрлĕ йывăçсем нумай лартса ÿстернĕ, уйрăмах хăва (йăмра) йывăççисене. Çак йывăç яла пушар тухсан вут-кăвартан, вăйлă çил-тăвăлтан, çуллахи шăрăхсенчен сыхланă. Вĕлле хурчĕсем валли те питĕ кирлĕ хăва йывăç.

Çитес кунсенчех эпир, Кивĕ Шăмăршăсем, ялти клуб хыçĕнчи пушă вырăна вăрçăра пуçĕсене хунă кашни салтак ячĕпе пĕрер йывăç, мĕн пурĕ 81 тĕп, хурăн, çăка, чăрăш йывăççисем лартса хăварма, вĕсене сыхласа упрама тĕв турăмăр. Ан тив, шавлаччăр, кашлаччăр салтак йывăççисем, тавралăха илем кÿччĕр!

 

Г.ЛАРШНИКОВ. Васан ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика