13 апреля 2013 г.
Çурхи ака eçeсем те куç умeнчех. Вaхaт пeр вeçeмсeр васкатать, юсаса пeтереймен машина-трактора, ял хуçалaх техникине йeркене кeртме хистет. Пeр минута та ахаль ларса ирттермелле мар.
Eнер, апрелeн 12-мeшeнче, районта çурхи акана мeнлерех хатeрленнине пeтeмлетсе сахал яваплa «Исток» обществaра семинар-канашлу иртрe. Мероприятие район пуçлaхe Менир Хамдеев тата район администрацийeн пуçлaхe Валерий Фадеев, ял тaрaхeсен пуçлaхeсем, ял хуçалaх предприятийeсемпе хресчен (фермер) хуçалaхeсен ертÿçисем, механизаторсем хутшaнчeç.
«Исток» обществaн директорe Юрий Старшов хуçалaхри eçсемпе паллаштарчe, тунa тата тума палaртнa eçсем çинче чарaнса тaчe. Хальхи вaхaтра 2330 гектар акaнакан çeрпе усa курать хуçалaх. Выльaх-чeрлeх eрчетесси çине те тимлeх уйaраççe. 200 пуç вырнаçакан eне ферми пур. Çитес вaхaтра сурaхсем тытма палaртаççe кунта. Ял хуçалaх техники çурхи акана тухма хатeр темелле, механизаторсем те çителeклe.
– Ака мeнле иртнинчен тухaçлa тыр-пул туса илесси нумай килет, – палaртрe Валерий Фадеев. – Çурхи кунсем ытла хaвaрт иртеççe. Çавaнпа та пурин те тaрaшса eçлемелле. «Çурхи кун çулталaк тaрантарать», – тенине манмалла мар. Акана пуçaнсан чaрмавсем сиксе ан тухчaр тесен çитменлeхсене паян-ыранах пeтермелле.
Кaçал районта 9170 гектар çинче çурхи культурaсене акса хaварма палaртнa. 2770 гектар кeрхи культурaсене тата 2160 гектар нумай çул ÿсекен курaксене кeçех апатлантарма тухмалла. Хуçалaхсем вaрлaхсене те çителeклe хатeрленe, 2240 тонна вaрлaхран 85 проценчe кондициллe. Çeнe репродукциллe вaрлaхсем те туяннa. Ку енeпе акционерсен «Мир» хупa обществи, «Макаров Г.Н.», «Хлюкин О.А.», «Иванова Т.Г.» хресчен (фермер) хуçалaхeсем лайaх eçленине палaртмалла. Минераллa удобрени туянмалли çинчен те манмаççe, çурхи ака ирттерме вaл 840 тонна кирлe. Хальлeхе пурe 310 тонна кÿрсе килнe. Çунтармалли-сeрмелли материала кирлинчен çуррине яхaн хатeрленe. Ака eçне хутшaнмалли 70 трактортан 61-шe паян тесен паян хире тухма хатeр. Кaкармалли ял хуçалaх техникин юсавлaхe иртнe çулхи кeркуннех 80 процентпа танлашнa. Çапла пeлтерчe район администрацийeн ял хуçалaхeпе экологи пайeн специалисчe Вадим Севрюгин.
Малалла «Россельхозцентрaн» Чaваш Республикинчи филиалeн Шaмaршa районeнчи уйрaмeн ертÿçи Иван Якушов, «Чувашский» ГЦАС управленийeн районти агрохимикe Александр Фролов, Чaваш Республикинчи ял хуçалaх министерствин финанспа кредит пайeн специалисчe Лидия Федотова, Россельхозцентрaн Чaваш Республикинчи филиалeн ертÿçин çумe Алевтина Титова сaмах илчeç, çeнeлeхсемпе паллаштарчeç.
(Хамaр корр).
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"