Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа çырнине пăхмасăр

01 декабря 2012 г.

ПУРНĂÇРА каярах мĕн пуласса маларах пĕлсе çуралма май çук. Ку – пурнăç саккунĕ. Ярăславра пурăнакан А.Мордвинов та хăйĕн шăпи çапла çаврăнса тухасса кĕтмен пулĕ. Çирĕм иккĕре çеç-ха халĕ иккĕмĕш ушкăнри инвалид (каçартăр та, урăх сăмах çук).

– Ĕмĕтсем çав тери пысăкчĕ, – калаçăва аякран пуçларĕ вăл. – Такам та пулас килетчĕ...

Васанти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă Александр. Алла аттестат илнипех çырлахасшăн пулман вăл, культура училищине ăнăçлă пĕтернĕ. Халĕ те пĕлĕвне малалла ÿстерет Саша – республикăри культура институтĕнче куçăмсăр майпа виççĕмĕш курсра вĕренет. Ку енĕпе унăн Турă пани пурах-тăр çав.

Килте амăшĕпе – Ираида Алексеевнăпа пурăнать йĕкĕт, кулленех район центрне ĕçе çÿрет. Ку уншăн пĕрре те ансат мар.

– Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра пысăк тав, – тет Александр Мордвинов. – Кăçалхи март уйăхĕнче В.Севрюгин предпринимателĕн ял хуçалăх техникин запас пайĕсене сутакан магазинра ĕç вырăнĕ тупма май килчĕ.

Ун ĕçĕпе предприниматель те кăмăллă.

– Ĕçе хăвăрт хăнăхса çитрĕ, – тет ун пирки В.Севрюгин. – Компьютерпа ĕçленисĕр пуçне клиентсен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтерме тăрăшать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика