Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валя, Валентина...

24 ноября 2012 г.

ТŸРЕХ Эдуард Багрицкийĕн паллă поэминчи йĕркесем аса килчĕç: «Валя, Валентина, халь санпа мĕскер;»

Тем мар иккен: паян Ярăславра пурăнакан В.Локтинан – юбилей: çак ялтах çут тĕнчене килнĕскер шăпах 55 çул тултарать.

Унăн пурнăç çулĕ ыттисеннинчен нимĕнехпе те уйрăлса тăмасть темелле: çарран ачалăх, шкул çулĕсем... Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ – "таса алăллă" пулман.

Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухса аттестат илсен çамрăк хĕр Шупашкара çул тытнă. Çăмăл пурнăç шыраса кайман унта Валентина, электроаппаратура заводĕнче рабочи пулса ĕçлеме тытăннă. Ĕçе юратаканскере цехра пурте хисепленĕ.

Заводрах юлма пултарнă-ха вăл, анчах юлашкинчен ял туртăмĕ хăйĕн ĕçнех тунă: хĕр тăван тăрăха таврăннă.

Ял çынни ĕçсĕр пурăнма пултараймасть. Хальхиче те çăмăл ĕç шыраман Валя – 1985 çулчченех Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче вăй хунă. Çак хушăра унăн черченке аллисем витĕр миçе кирпĕч тухнине вăл халĕ хăй те пĕлмест пулĕ. Нумай çĕрте кирпĕч çуртсем çĕкленинче, паллах, унăн тÿпи те пурах.

"Гвардеец" совхозра выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тума пуçласан ĕç аллисем çитменни палăрнă. Унта ĕçлеме тытăннă Валентина Леонтьевна, кайран фермăна куçнă. Хуçалăхăн сĕт турттаракан ятарлă машина пулман та, продукцие флягăсемпе Шăмăршăри сĕт-çу заводне леçнĕ. Çăмăл пулнă тетĕр-и; Калама çеç ансат: тиемелле, пушатмалла, мĕн чухлĕ хут ĕçĕ;

Ĕмĕрĕпех ĕçрен ютшăнманскер, В.Локтина халĕ те килте ларнипех çырлахасшăн мар – "Исток" сахал яваплă обществăра тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Ăна никам та 55 çула çитнĕ тесе калаймĕ.

– Тепĕр çамрăк хĕртен ирттерет, – теççĕ ун пирки хуçалăх ертÿçисем.

Çемье телейне те тупнă Валентина Леонтьевна, хăйсен ялĕнчи Иван Локтинпа пĕрлешнĕ. Мăшăр виçĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вăл амăшĕ çеç мар, асанне те.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика