Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмалла мар

29 сентября 2012 г.

Районти учрежденисемпе предприятисен çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерсех тăраççĕ. Кашни кун пĕр пăта çапмасан çурт-хуралтă юхăнсах каять мар-и вара; Юлашки вăхăтра юсав ĕçĕсемпе аппаланакан Шăмăршăри 44" аптекăна çитсе килтĕмĕр. Унти ĕçсемпе паллаштарма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн "Фармация" ПУП Шăмăршăри "44" Аптека" ертÿçинчен Игорь Ларшниковран ыйтрăмăр.

– Эсир аптекăра юсав ĕçĕсем пуçланă...

– 2012-2013 çулсенче аптека çуртне тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Хальлĕхе пĕрремĕш хутра ĕçсем пурнăçланаççĕ. Эмел сутăнакан пÿлĕме суту-илÿ оборудованийĕ кÿрсе килмелле. Вăл киввипе танлаштарсан, кунта юсав тунине тĕпе хурсан, илемлĕрех те, меллĕрех те пулĕ. Хăш-пĕр алăксене, чÿречесене те улăштарнă ĕнтĕ, ыттисене те çĕнететпĕр.

– Каларăр ĕнтĕ, юсав ĕçĕсем сирĕн тепĕр çулта та пулмалла.

– Палăртнă тăрăх, кăçал аптека çурчĕн пĕрремĕш хутне веçех юсамалла. Тепĕр çул вара тулашне çĕнĕ сăн кĕртĕпĕр.

– Игорь Валериянович, эсир ертÿçĕ тилхепине тытнăранпа тата мĕнлерех ĕçсем ирттернĕ;

– Ертÿçĕн ĕçĕ çăмăл мар. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле. 2001 çултанпа вак-тĕвек юсав ĕçĕсемсĕр пуçне курăмлисене те пурнăçланă. Акă 2006 çулта аптека çурчĕн çи виттине тунă, тепĕр çулхине уйрăм котельнăй хута ятăмăр. Тем каласан та, çурта хамăрах ăшăтса пурăннинчен ырри çук.

– Халăха, районти тĕп больницăна эмелпе тивĕçтересси мĕнлерех пырать;

– Сывлăх – чи хаклă тупра. Çавăнпа та çынсемшĕн эпир ырми-канми тăрăшма хатĕр. Районти тĕп больница укçа-тенкĕ енĕпе йывăрлăха кĕрсе ÿксен те, эпир вĕсене эмелсемпе туллин тивĕçтернĕ.

– Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене, çемье тухтăрĕн офисĕсене те аптека эмелсемпе тивĕçтерет пуль;

– Вĕсенче кашнийĕнчех аптека пункчĕсем пур. Унсăрăн ниепле те май çук. Ара, эмел туянассишĕн ялта пурăнакан çын кашнинчех район центрне килеймест. Çавăнпа ялсене те эмелсемпе чăрмавсăрах тивĕçтерсе пыратпăр.

– Игорь Валерьянович, сирĕн коллективра миçе çын;

– Пирĕн коллектив питĕ туслă, пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлетпĕр. Нумайăн мар эпир, 14 çын кăна. Апла пулсан та хамăрăн тивĕçсене чун-чĕререн пурнăçлатпăр. Çынсемпе яланах ăшшăн та çепĕççĕн калаçатпăр.

– Çын эмел ĕçнипе кăна сывлăхлă пулаймасть. Физкультурăпа спорт çине мĕнлерех пăхать сирĕн коллектив;

– Тĕрĕс палăртрăр. Ачаран сывлăха упрама тăрăшмалла, спортпа туслашмалла. Аптека ĕçченĕсем, май килнĕ таран, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма тăрăшаççĕ. Шел, пирĕн коллективра, хĕрарăмсем нумай пулнăран, спортăн хăш-пĕр тĕсĕсене хутшăнаймастпăр. Çакă пире ура хурать темелле.

– Паянхи пурнăç çĕнĕлле пурăнма ыйтать, ун уттипе тан пыма хистет. Çакăнпа килĕшетĕр-и;

– Çапла. Ялан малалла пăхса утмалла. Мĕнле калаççĕ-ха: "Иртнĕ кунăн – çути çук". Çавăнпа та пурин те çут малашлăха шанса, ĕненсе пурăнмалла. Çынсемшĕн ĕçлемелле, вĕсене ырă тăвасран хăрамалла мар.

– Игорь Валериянович, аптекăра маларах ĕçленĕ ĕçтешĕрсемпе çыхăну татăлман-и;

– Ĕçтешсене нихăçан та манмастпăр. Эпир вĕсене яланах хамăр патра курма хавас. Çывхарса килекен Ватă çынсен кунĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕмĕрсене, районти ватă çынсене чун-чĕререн саламлатăп. Пурне те ырлăх-сывлăх, тулли телей, канлĕ ватлăх сунатăп.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика