Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ялăн чаплă уявĕ

06 июня 2012 г.

Кивĕ Шăмăршă 150 килĕллĕ пысăках мар ял кăна темелле, çапах та ăна мĕншĕн "Аслă ял", "Кивĕ Шăмăршă" тенĕ-ха; Пирĕн районта пурĕ 5 Шăмăршă, вĕсен тĕп ялĕ – Кивĕ Шăмăршă. Чи малтанхи Шăмăршă (Чюмарша) ялĕ Кĕçĕн Хырла юхан шывĕ хĕрринче, хыр вăрманĕ çумĕнче (халĕ ку вырăнта "Зарница", "Орленок" вăййисем иртеççĕ) пуçланса кайнă. Ял пуçласа яракансем вара Кокшайск уесĕнчи Чюмарша вулăсĕнчен (паянхи Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри таврашĕсем) 17-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче куçса килнĕ хресченсем пулнă. Çак ялăн ячĕ "Шалти (Внутренняя) Шемурша" ятлă пулнă.

Пĕр ĕмĕр иртсен Шалти Шăмăршă çыннисем вăрман хĕрринчен хир еннелле куçма пуçлаççĕ. Пĕр ушкăнĕ – Çĕнĕ Шăмăршă, теприсем – Çÿлти (Верхняя) Шăмăршă (1749 çулта чиркÿ туса лартнă хыççăн Чиркÿллĕ Шăмăршă – паянхи район центрĕ) пуçласа яраççĕ. Тепĕр ушкăнĕсем Виçпÿртпе, Карапайпа пĕрлешеççĕ. Шалти Шăмăршăра, 1750 çул тĕлне, 89 килĕрен пурĕ те 13 килĕ кăна тăрса юлать. Куçса кайнисем вара хăйсен малтанхи ялне "Аслă ял, Кивĕ Шăмăршă" теме пуçлаççĕ, аслă туррисене те малтанхи ялтах пуçтарăнса чÿк тăваççĕ.

Аслă ялăн (Кивĕ Шăмăршăн) юлашки киллисем 1752 çулта вăрман хĕрринчен 2 çухрăм кăнтăрарах хирелле тухса, Хĕрлĕ Пылчăк юхан шывĕ хĕрринче вырнаçаççĕ. Ял ячĕ те Кивĕ Шăмăршă е Асьял, Хĕрлĕ Пылчăк ятпа çирĕпленсе юлать.

Троица уявĕ умĕнхи кун, масар çинчен ваттисене (вилнисене) асăнса таврăннă хыççăн ял çыннисемпе хăнасем чиркÿпе клуб умĕнчи лапама пухăнма пуçларĕç. Акă, ялти чиркÿре каçхи кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн, вăхăтлăх вырнаçтарнă сцена çине чăваш тумне тăхăннă паллă эстрада юрăçисем Светлана Яковлева (çак ялта çуралса ÿснĕ) тата çак ял кĕрÿшĕ Петр Ермолаев кăçал Раççей историйĕн çулĕ тата тăван район 85 çул тултарнине халалласа, Кивĕ Шăмăршă ялĕ – 370, Хĕрлĕ Пылчăк – 260 çул тултарнине тĕпе хурса уява тухса уçрĕç. Раççейĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклеме Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă ветеранне Ф.П.Каргина, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Шăмăршăри тĕп больницăн "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕн аслă фельдшерне С.М.Яковлева тата çак уява йĕркелеме пулăшнă Г.Н.Ларшникова ирĕк пачĕç.

Авалхи йăласене асра тытса, мĕн пур ял халăхĕ, ватти-вĕтти, вăйă картине тăрса сăвă калама (юрлама) пуçларĕ. Çав самантра чăваш ташшин кĕвви янăраса кайрĕ те сăвă калакансем тапăртатса, такмак каласа ташлама пуçларĕç. Кĕрлесе кăна тăчĕ çак самантра Аслă ял!

Г.Н.Ларшников таврапĕлÿçĕ уява пухăннисене ялăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, çак уяв тĕлне вăл хăех ял гербне туса хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ, герб çинчи символсемпе паллаштарчĕ. Ырласа, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç çĕнĕ герба ял çыннисем.

Асьялсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков та килнĕ. Вăл пухăннисене саламласа ялти хисеплĕ ватăсене Ф.П.Каргина, Е.П.Ельцована, Н.М.Миронована, М.К.Антонова Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн районти организацийĕн секретарĕ П.И.Фомин та хастар парти членĕсене Тав çырăвсем тата хаклă парнесем парса чысларĕ. Çавăн пекех ял халăхне Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Ильин, Чăваш Республикин Культура министерствин специалисчĕ Н.В.Юманова саламларĕç.

Малалла ялти ятлă та пултаруллă çынсене хисеплĕ ятсем, дипломсемпе медальсем (ятарласа уяв тĕлне хатĕрленĕ) пачĕç, хул пуççи урлă хăюсем çыхтарса ячĕç. "Ялти чи çамрăк гражданин" ята кăçал çеç çут тĕнчене килнĕ пепкесем Ульяна Ястребовапа Артем Ларионов, "Ялти чи ватă çын" ята 91-ри Клавдия Ильина тивĕçрĕç. "Ялти чи хисеплĕ çын" ят Х.К.Яковлев, И.Д.Семенов, В.А.Терентьев, О.П.Антонова, А.С.Ястребова, В.А.Ларшникова ĕç ветеранĕсене лекрĕ. "Чи нумай ача амăшĕ" – В.Н.Ястребова. Вăл 9 ача çуратса 11 ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ унăн 43 мăнук, мăнукĕсен 55 ачи, мăнукĕсен ачисен 4 ачи! "Чи лайăх вĕрентекен" – Васанти тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ О.В. Антонова, "Чи маттур шкул ачи" – 9-мĕш класра вĕренекен Алена Сатарова, "Чи паллă ял çынни" - Г.Н.Ларшников, "Чи лайăх тракторист" - А.В.Ельцов, "Чи лайăх физкультурник" – С.В.Ястребов. Çавăн пекех уявра "Ялти чи лайăх хуçалăхсене" палăртрĕç, хисеп хăмисене Анаткасри М.П.Яковлевсен, Н.И.Ендиеровсен, Çĕнĕ касри Ю.А.Сергеевсен тата Г.М.Антоновсен çурчĕсем çине çирĕплетрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсемпе аттракционсем те халăха тупăшăва йыхравларĕç. Ялти алă ĕç ăстисен куравĕ, ратнесемпе çемьесем хушшинче ирттерекен ташăпа юрă конкурсĕсем те интереслĕ пулчĕç.

Андрей Шадриковпа Петр Ермолаев, Сергей Кувшиновпа Светлана Яковлева артистсем тăван ял, тăванлăх, атте-анне, юрату çинчен чăваш юррисене шăрантарчĕç. Ялта та артистсем сахал мар кившăмăршăсен. Нина Алякина кăçал Шупашкарта пулса иртнĕ регионсен хушшичи И.Вдовина ячĕллĕ конкурсăн çĕнтерÿçи, чăваш халăх юррисене, 1-мĕш класра вĕренекен Роман Ларшников республикăра иртнĕ, "Хрустальные звездочки" конкурс çĕнтерÿçи, такмаксене, София Ермолаева (Рыкинсен мăнукĕ), республикăри ачасен хушшинче кашни çул иртекен "Мехел" телеконкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçи, анне çинчен хывнă юррине куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне хăнана килнĕ Дианăпа Антон Смирновсем, Арина Яковлева пĕчĕк артистсем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Çак кун Кивĕ Шăмăршăра икĕ талантлă художник "çуралчĕç", вĕсем – пĕр тăван Ларисăпа Иван Семеновсем. Лариса Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествопа графика факультетне, Ваня вара Шупашкарти ÿнер лицейне пĕтерсе диплом илнĕ. Çамрăк художниксем хăйсен ĕçĕсене пирвайхи хут халăх умне кăларчĕç. Тĕлĕнмелле чаплă картинăсене пăхса савăнчĕ ял-йыш. Уйрăмах графика, живопись меслечĕпе ÿкернĕ портретсемпе натюрмортсене, илемлĕ пейзажсене пысăк хак пачĕç куракансем.

Мĕн тĕттĕмленичченех савăнчĕ ял халăхĕ уявра. Шăпах 23 сехетре ял çийĕн феерверкăн тĕрлĕ тĕслĕ çутисем хăпарса саланма пуçларĕç.

Салют хыççăн ял çамрăкĕсем çĕрлехи дискотекăра мĕн кăвак çутă киличченех ташласа савăнчĕç.

Ял халăхĕ çак уява пуçарса йĕркелекен Герман Николаевич Ларшникова, ял поселенийĕн пуçлăхне, хастарĕсене, уява йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ енчен пулăшнă ял çыннисене пурне те тав турĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика