19 мая 2012 г.
Ытлă-çитлĕ пурăнас тĕллевпе ял çынни тĕрлĕ мелсем шырама тăрăшать. Хăшĕсем çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ, теприсем суту-илÿпе ĕçлеççĕ, виççĕмĕшсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Васанта пурăнакан Андрейпа Майя Егоровсем те çемье бюджетне пуянлатмалли, хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли меслет тупнă. Вĕсем, чăваш халăхĕ ĕлĕкренех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине шута илсе, килти хуçалăхра тĕрлĕрен выльăх усрама пуçланă. Çак пултаруллă çамрăксем мĕн-мĕн тытнине тата вĕсен шутне пĕлсен малтан хама хам та ĕненмерĕм. Андрейпа Майя ялта лайăх çемьесен шутĕнче. Вĕсем çинчен ыррине кăна илтме пулать. Ĕçченлĕхĕсенчен вара тĕлĕнмелли çеç юлать. Ир пуçласа каçчен вĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Епле-ха унсăрăн; Алă усса ларсан, паянхи ĕçе ырана хăварсан тĕллевсем пурнăçа кĕреймеççĕ. Йышлă выльăх та ÿркенекенсене юратмасть. Çакна Егоровсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Паллах, вĕсен ĕçне çăмăл тесе калаймăн. Вĕсем 12 лаша, 2 ĕне, 14 çамрăк вăкăр, ĕнесем чуптаракан 2 вăкăр, 60 ытла сурăх, сыснасем, аçасем те пур, усраççĕ. Чăн-чăн хресченсем теме пулать вĕсене. Юлашки çулсенче сурăхсене çынсем сумран кăларчĕç. Хăш-пĕр ялта пурĕ те 40-50 пуçран иртмест вĕсен шучĕ. Калама кăна вĕт, Егоровсем вара хăйсем кăна ялĕпех тытакан çынсенчен нумайрах сурăх ĕрчетеççĕ. Апла пулсан сурăх ĕрчетнин те усси пурах. Сыснасемпе те пысăк тупăш кураççĕ. Амасене çăвăрлаттараççĕ, çурасене сутаççĕ. Çурасен хакне вара ялта пурăнакан пĕлетех ĕнтĕ. Ытти выльăх-чĕрлĕх пирки те çавнах каламалла. Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Егоровсем çуллен тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр акса-лартса çитĕнтереççĕ, кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеççĕ. Тăрăшсан, туса илнĕ продукцие вырнаçтарсан, паллах, укçа-тенкĕллĕ пулатăн, ÿркенменрен ялта ырă ята та тивĕçетĕн.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"