19 мая 2012 г.
Йышлă ача-пăча – çемье телейĕ. Çакна Ярăслав ялĕнче пурăнакан Тихоновсем туллин туйса тăраççĕ. Ваньăпа Валентина икĕ хĕрпе виçĕ ывăл виçĕреш çитĕнтереççĕ. Пĕчĕк пăхаттирсем – Ярослав, Святослав, Владислав – çулталăк çурăна çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем сывлăхлă çитĕнеççĕ, ура "туяннă" хыççăн ларса та тăмаççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр утаççĕ, чупаççĕ. Паллах, вĕсен кашни хусканăвĕ, сасси ашшĕ-амăшне савăнтарать. Виçĕрешĕн аппăшĕсем те шăллĕсене пăхса ытараймаççĕ. Снежана 8 класс пĕтерет, Таня – тăватă çулта. Пушă вăхăтра вĕсем пĕрмай пĕчĕкскерсемпе выляççĕ. 2009 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви шкула çÿремен ача-пăча валли, çемьере виçĕ ача е ытларах пулсан, çемье ача сачĕсем уçма Положени кăларнă. Çак асăннă Положени тăрăх ача сачĕ нумай ачаллă çемье пурăнакан çуртрах вырнаçма пултарать Амăшĕ вара хăйĕн ачисен воспитателĕ шутланать. Ăна çывăхри ача сачĕн штатне кĕртеççĕ. Мĕншĕн çакна аса илтĕмĕр-ха; Мĕншĕн тесен асăннă Положение тĕпе хурса Ярăслав ялĕнчи Тихоновсем çемье ача садне уçнă. Вĕсен ача сачĕ Васанти "Улыбка" ача сачĕн уйрăмĕ пулса тăнă. Унăн кун йĕрки шкул умĕнхи учрежденисен уставне пăхăнса тăрать. Асăнтăм ĕнтĕ, Ваньăпа Валентинăн шкул çулне çитмен ачасем тăваттăн. Вĕсен воспитателĕ – амăшĕ – хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пур енлĕн пăхса – сăнаса тăрĕ, кун йĕркине пăхăнса ĕçлĕ. Воспитани енĕпе вара ачасене "Улыбка" ача сачĕн педагогĕсем методика пулăшăвĕ парĕç. Тихоновсен çемье ача садне уçма пур услови те пур: ачасен хăйсен çывăрмалли пÿлĕм, столовăй, вылямалли-канмалли кĕтес тата ытти те. Çурт лаптăкĕ 100 тăваткăл метрпа танлашать. Районти пĕрремĕш çемье ача садне уçма райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева, Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин хутшăннă, хĕрлĕ хăйăва каснă, саламласа сăмах каланă, парнесем панă. Ваньăпа Валентина хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе хăнасене тав туса пĕчĕк концерт лартса панă. Сăмах май, Тихоновсем илемлĕ пултарулăх концерчĕсене хастар хутшăнаççĕ, куракансене хăйсен ăсталăхĕпе савăнтараççĕ. Васан ял поселенийĕнче пултаруллă çынсем пуррине лайăх пĕлетпĕр. Çемье ача сачĕ уçăлнă ятпа çак тăрăхри халăхран тухнă артистсем, Васанти тăван тавралăха тĕпчекен музей директорĕ Герман Ларшников ертсе пынипе, хаваслă мероприятире юрă-ташăпа илем кÿнĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"