Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутарсем мар, чăвашсемех

21 апреля 2012 г.

КАШНИ çын хăй çуралса ÿснĕ ялпа тивĕçлипе мухтанать: тăван ен пуриншĕн те хаклă, çывăх. Ку çапла пулмалла та.

Васан ялĕн варри тăватă урама хĕрес пек пĕрлештерсе тăрать: Кивĕ Шăмăршă енчен пырса кĕрсен – Тукаспа Анаткас, Ярăслав енчен – Çÿлти каспа Шăрчăк касси. Официаллă майпа вĕсем Карл Маркс тата Киров урамĕсем шутланаççĕ.

Хăрахрах касăсем те пур. Хайпăларан кĕнĕ çĕрте – Çĕнĕ кас (Октябрь урамĕ), Кĕпер касси (Мичурин урамĕ), Ырлăх касси (Речная урам).

Çуртсене урамсен икĕ енĕпе пĕр тикĕс лартса тухнă, кашни ултă килĕ урлă – пралук. Ку – ахальтен мар. Ĕлĕкрех, ытларах лаша вăйĕпе усă курнă чух, çакă утă-улăм, йĕтем çине кĕлте турттарма меллĕ пулнă, çула самаях кĕскетнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн те пралуксем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, халĕ те çаплах.

Васанта мĕн ĕлĕкренех чăвашсем тĕпленнĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăннă. Çавăн пекех, яла ирçе хĕрсем те качча килсе тымар янă. Мĕн пирки калатăп-ха çакна? Сăлтавĕ те çук мар.

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев хăй вăхăтĕнче Васан ялĕ тутарланса пырасси пирки çырса хăварни пур. Çак шухăш 1997 çулта Мускаври «Республика» издательствăра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа пичетлесе кăларнă «Манăн пурнăç» кĕнекере те палăрать (184 стр.) Унта çырнине пĕтĕмпех илсе кăтартас килет: «Иногда, при поездках по деревням, со мною разъезжали и местные священники. Так, например, священник села Церковная Шемурша Буинского уезда Симбирской губернии Христофор Федорович Боголюбов ездил со мною в самое опасное – по части татарского влияния – чувашское село Большое Буяново с миссионерской целью. По дороге туда мы с ним заезжали в те деревни, где среди чуваш замечались случаи отпадения в раскол, заходили в хаты к наиболее совратившимся, беседовали с ними, усовещевали».

Аслă патриархăмăр Васана мĕншĕн «ытла хăрушă» ялсен шутне кĕртнĕ-ха; Тен, вăл çак шухăш патне ялти хушаматсен çине таянса пырса тухнă; Мĕншĕн тесен, Васанта тутарсенни евĕрлĕ е вĕсене çывăх хушаматсемлĕ çынсем пурăннă, халĕ те пурăнаççĕ. Акă темиçе тĕслĕх çеç: Азьмуханов, Акимов, Бабаев, Каптаков, Саттаров, Тюнтеров, Муратов, Якушов, Мердеев йышши хушаматсем тутарсем хушшинче те тăтăшах тĕл пулаççĕ.

Хăшĕсем, Смаев хушамата илтсен, пăтраштарма пăхаççĕ: Смайлов, Исмаев, Измайлов... Тÿрех калатăп: çак хушаматсем тутарсеннипе пачах та çыхăнман. Ялти ватăсем каланă тăрăх, çакнашкал хушаматлă çынсем мĕн ĕлĕкрен православи тĕнне тытса пынă. Чăнах та, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсеччен çуралнисем тутарла пĕлнĕ, калаçнă. Çакă çынсем Пăва уесĕпе Шăмăршă вулăсне, район центрне, Тутарстанри Упи пасарне çÿренипе, Палтиел шкулĕнче вĕреннипе, çак ялтах Шăмалак лесничестви вырнаçнипе те çыхăннă пулĕ. Тĕрлĕ уявсенче, акатуйра, ярмăркара, пасарта, ĕçре пĕр-пĕринпе хутшăнни те иккĕмĕш чĕлхене вĕренме пулăшнах. Чăвашсем тутарсен ырă йăли-йĕркисене çывăха хума тăрăшни те И.Я. Яковлева çапларах шухăшлаттарма пултарнă пулĕ. Ку, паллах, манăн шухăш.

Сăмах май, ялта сайра тĕл пулакан хушаматсем сахал мар: Вазанов, Белоголов, Концов, Пашкин, Чеменев, Юнкеров, Ялбусев, Сандиеров. Ăçтан, мĕнрен, мĕнле майпа пуçланса кайнă вĕсем; Ку – урăх тема.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика