11 апреля 2012 г.
"ПАЯН чăннипех те чун киленĕçне туйрăмăр. Чаплă концерт пулчĕ вара", - тесе калаçнине илтме тÿр килчĕ Васан ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕн концертне курнă хыççăн. Çак сăмахсене ниепле те хирĕçлеме чĕлхе çаврăнмасть. Культура ĕçченĕсем куракансен кăмăлне каймалла концерт хатĕрлени савăнтарчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин ĕçлеме пуçланăранпа нумай вăхăт иртмерĕ пулсан та вăл смотр-отчет валли маттур арçынсене сцена çине кăларма пултарнине палăртмалла. Хăй те хутшăнчĕ, ыттисене те юрă-ташă тĕнчине (тата мĕнлескерсене(!) "илсе кĕме" пултарчĕ вăл. Вĕсенчен нумайăшĕ, район центрĕнче ĕçлет пулсан та тăван тăрăхне чунтанах парăннине палăртать. Вĕсене ятран асăнса тухсан та ытлашши пулмĕ: Николай Ендиеров (районти халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ), Игорь Ларшников (аптека ертÿçи), Александр Ефремов (районти финанс пайĕн специалисчĕ), Иван Тихонов ("Ветеринари" лавккари сутуçă), Владислав Ларшников (суд приставĕн ĕçченĕ), Иван Архипов (Ярăславри медпункт фельдшерĕ), Геннадий Ельцов (предприниматель), Михаил Старый (Васан ялĕн çынни). (Ытти ял поселенийĕсенче, нихăшĕнче те, кун чухлĕ арçын пулман). Вĕсемех арçынсен ансамбльне те йĕркеленĕ, икĕ юрă шăрантарса пачĕç. Тихоновсен çемйин, Ларшниковсен (çемье пуçĕ Герман Ларшников) çемйин халăх инструменчĕсен ансамблĕсем чунра ырă туйăм çуратрĕç. Галинăпа Людмила Архиповасен дуэтне, Иван Тихоновăн юррисене, Валентина Терентьеван такмакĕсене те хапăл туса йышăнчĕç. Паллах, хор юрлакан юрăсем те илемлĕн янăрарĕç, ташăсем те хитрен курăнчĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"