Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем халăхра манăçмаççĕ

29 февраля 2012 г.

ВАСАНТИ культурăпа кану центрĕнче "Вăхăт пире суйласа илчĕ" ятпа çарпа патриотизм каçĕ иртрĕ. Унта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, ветеран-афганецсене, Чечня вăрçине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене чĕннĕччĕ.

Пухăннисене ялти краеведени халăх музейĕн директорĕ Герман Ларшников ăшшăн саламларĕ, ял çыннисен вăрçăри тата тылри паттăрлăхĕ çинчен чуна хумхантармалла каласа пачĕ. Каçа ертсе пыракансем – Галина Полякова учительницăпа 11 класра вĕренекен Вика Мердеева – пирĕн ентешсен мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсемпе малалла паллаштарчĕç. Калаçăва çар фильмĕсенчи кадрсемпе тата ентешсен паттăрлăхне сăнлакан слайдсемпе, видеоклипсемпе, çар юррисемпе пуянлатрĕç.

Малалла Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, 88 çулти Федор Петрович Каргин, Афган вăрçин ветеранĕсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов, воин-афганецăн, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕн Сергей Архиповăн амăшĕ Людмила Ксенофонтовна Архипова, Чечня вăрçин инваличĕ, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Геннадий Семенов, Чăваш Республикин Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар комиссариачĕн ĕçченĕ Василий Фадеев капитан, Раççей çарĕн офицерĕ Александр Гордеев капитан тата ыттисем сăмах илчĕç, пурне те Тăван çĕр-шыва юратма, ăна куç шăрçине упранă пек упрама чĕнсе каларĕç.

Васанти халăх музейĕн Асăну залĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине, Афган тата Чечня вăрçисене хутшăннă ентешсен паттăрлăхĕпе паллаштаракан стендсем йĕркеленĕччĕ.

Елена Исметова, Анджелла Егорова тата Антонина Яргунова культура ĕçченĕсем, Васанти тĕп шкулти кадет класĕнче тата ытти классенче вĕренекенсем çар юррисене юрласа, сăвă каласа тата бал ташшипе куракансене савăнтарчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика