Çамрăк чухнех суйласа илнĕ специальноçпа чылай çул ăнăçлă ĕçлесе хисеплĕ ята е орден-медале тивĕçнĕ, хăйсен отраслĕнченех пенсие тухнă ветерансем районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Кивĕ Шăмăршăри Николай Павлович Сергеев. Электрик ĕçĕнче 40 çул ытла вăй хунă вăл.
Йывăр пулсан та – пурăнмалла
Н. Сергеев 1940 çулта, Кивĕ Шăмăршăри нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ çинчен те кăштах каласа хăварас килет. Кольăн ашшĕ, Павел Тимофеевич, 1934-1941 çулсенче ял Совет председателĕ пулса ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ колхозăн уй-хир бригадинче вăй хунă. Килĕшÿллĕ те туслă çемьене умлă хыçлă 3 хĕр пĕрчи килнĕ (Укçине, Улька, Клавти). Шел, çемье телейĕ нумая пыман, йывăр чире пула Павел Сергеевăн юратнă мăшăрĕ çап-çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă. Мĕн тăвăн, çав тери йывăр пулсан та малаллах пурăнмалла, пĕчĕк ачасене ура çине тăратмалла пулнă. Ачасен ашшĕ Хайпăлари Мария Батмановапа пĕр çемьене пĕрлешет. Мария ачасене тÿрех хăйĕн хÿтлĕхне илет, вĕсене чун ăшшине шеллемесĕр пăхать.
Пурнăç урапи малаллах çаврăнать. Туслă çемьене 1939 çулта тепĕр хĕрача – Лида - хутшăнать, ун хыççăн – Коля. Сергеевсем хăйсен пилĕк ачине те тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшнă, вĕсене хуть мĕнле ĕçе те тĕплĕн тума, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн питне хĕретмен, вĕсем ĕçчен те таса чунлă çынсем пулса çитĕннĕ.
«Маттур салтак пул»
Питĕ шел, çемье телейне 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă Аслă Отечественнăй вăрçă татнă. Ялти вăй питти арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Часах Павел Сергеев та савнă мăшăрĕпе тата ачисемпе сывпуллашма пуçланă. "Ну, пĕчĕк ывăлăм, сывă пул, – вунă уйăхри Кольăна сăпкаран çĕклесе илсе ыталанă ашшĕ. – Тен, эпĕ таврăнаймăп... Ĕçчен те ырă чунлă пулса çитĕн, ывăлăм. Маттур салтак пул". Шывланнă куçĕсене шăлса, арçын йывăррăн алăк патнелле утнă...
Салтак арăмĕ, Мария, пилĕк ачапа тăрса юлнăскер, йывăрлăхсене çĕнтерсе çемье лавне малалла тапса туртнă. Аслă ачисем ăна май килнĕ таран пулăшсах тăнă. Ялти ытти çемьесенчи пекех, яшкана ытларах чухне курăк ярса çăратнă. Терка витĕр кăларнă çĕр улми çине кăштах çăнăх хушса пĕçернĕ икерчĕ вара чи тутлă çимĕç пулнă.
Сайра-хутра пулсан та кил хуçинчен çырусем килкелени çемьене çĕнĕ вăй-хăват тата шанăç парса тăнă. 1943 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче фронтран черетлĕ çыру килнĕ. Анчах та хальхинче виçĕ кĕтеслĕ хут çемьене савăнăç кÿмен, Павел Сергеев хĕрлĕармеец фронтра паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни пирки хыпарланă вăл. Салтак арăмĕшĕн хĕвеллĕ май кунĕ самантрах каç сĕмлĕхне çаврăннă. Амăшĕ ачасене ыталаса илнĕ те сывлăш çавăрми йĕме пуçланă. Унпа пĕрле ачисем те вĕри куççульпе ĕсĕкленĕ...
Активистсенчен пĕри пулнă
1947 çулта чи кĕçĕнни – Коля – ялти пуçламăш шкула çÿреме тытăннă. Кун хыççăн Васанти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Каникул кунĕсенче арçын ача амăшĕпе, аппăшĕсемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ. Паллах, килти хуçалăхра та çаврăннă.
Çичĕ класс пĕтерсен Коля колхозра конюхра ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах каçхи вăтам шкула çÿресе аттестат илнĕ. Ял çамрăкĕсем хушшинче активистсенчен пĕри пулнă.
1959 çулта Н.Сергеева службăна илнĕ. Çар тивĕçне Белоруссире тивĕçне пурнăçланă. Ракета çарĕсем валли электромеханиксем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă. Фронта тухса кайнă чухне ашшĕ пехиллесе хăварнă пекех, маттур салтак пулса тăнă Коля. Çакна çар командованийĕ амăшĕ патне янă çыру та лайăх çирĕплетет.
«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ»
Салтак шинельне хывсан, 1963 çулхи январьте, Кивĕ Шăмăршă йĕкĕчĕ районти промышленность комбинатне ĕçе вырнаçнă. Унта вăл экскаваторщикра вăй хунă. Виçĕ çултан вара салтакра илнĕ электрик специальноçĕпе кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта пĕр улшăнми 18 çул вăй хурсан ("Сельэнерго" предприятие ĕçлеме куçнă. Кунта электриксен бригадирĕнче ĕçленĕ тапхăрта, производство планне çулран-çул чылай ирттерсе тултарса пынă май, Н.Сергеева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ" хисеплĕ ят панă. Ĕç вырăнне чакарнă хыççăн, 1996 çулта, МСОна ĕçлеме куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта электрикра тăрăшнă Николай Павлович. Пенсие кайсан та темиçе çул ку организацирех ĕçленĕ. Юратнă ĕçре яланах тÿрĕ кăмăлпа, профессилле ăсталăхпа вăй хунăшăн "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Н.Сергеевăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çулпа танлашать.
Мăшăрĕпе, Антонина Петровнăпа (вăл чылай çул райпо системинче тăрăшнă, ĕçре яланах лайăхпа палăрса тăнă), икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса тата пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сергей, Саша тата Марина ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, ырă ятлă. Виççĕшĕ те çемьеллĕ, хăйсем килĕштерекен ĕçре вăй хураççĕ. Сергеевсене – пысăк та хăтлă çĕнĕ пÿртре пурăнакан сумлă ветерансене мăнукĕсем – вĕсем пиллĕкĕн - тулли савăнăç кÿрсе тăраççĕ.
... «Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар», – тенĕ ваттисем. Николай Павлович Сергеев пархатарлă пурнăç çулĕпе утса тухнă. Çурт лартнă, ача-пăча çитĕнтернĕ, сад пахчи чĕртнĕ, ялта хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ун пек хастар çынсем яла илем кÿреççĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. |