Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăл куç шывĕ чунсене тасаттăр

21 января 2012 г.

КĂШАРНИ (Крещение) уявне Шăмăршăри православи тĕнне тытса пыракансем анлăн паллă турĕç. Çак кун тĕне ĕненекенсем ятарласа хĕрес евĕр каснă ултă вакăра шыва кĕрсе чунĕсене тасатрĕç.

Кăшарни кунĕнче Ярăслав ялĕнче тĕншĕн хĕн тÿснĕ аслă сиплевçĕ Пантелеймон ячĕллĕ часавня уçрĕç, унти шыва кĕмелли вырăна (купель) кĕл туса тасатрĕç. Часавня уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, Ярăславри Кĕтмен савăнăç (Нечаянная радость) чиркÿ настоятелĕ Геннадий атте, Шăмăршăри Христос Çурални (Рождества Христова) чиркÿ настоятелĕ Николай атте протоиерей, Патăрьел районĕнчи Первомайское ялĕнчи Христос Çурални (Рождества Христова) чиркÿ настоятелĕ Сергий атте тата ыттисем хутшăнчĕç.

Çакна палăртмалла, часавньăна çак ял çынни Петр Морозов тăрăшнипе тата халăх вăйĕпе çĕкленĕ. Йывăçран çав тери ăста тунă, эрешсемпе илемлетнĕ часавньăпа унăн таврашĕ малашне ялти чи хитре вырăн пулĕ, кунти таса çăл куç шывĕ чунсене сиплĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика