Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художник ячĕ çăлтăр пек çутă

21 декабря 2011 г.

Николай Артемьев художник... Хăшĕ-пĕри ăна пĕлмест те, ун çинчен илтмен те пулĕ. Анчах искусствăна чун-чĕререн юратакансем Николай Лазаревичăн ятне ас тума кирлех. Пине яхăн ÿкерчĕк тума ĕлкĕрнĕ вăл хăйĕн кĕске пурнăçĕнче. Çирĕм пилĕк çула кăна тăсăлнă ĕмĕрĕнче питех те чаплă ĕçсем тунă.

– Питĕ сахал пурăнчĕ çав пирĕн Коля. Пурăннă пулсан тата мĕн-мĕн кăна ÿкерместчĕ-ши;– теççĕ пĕлĕшсемпе ял çыннисем.

– Ылтăн алăллăччĕ çав Курак Артемьевăн ывăлĕ,– ырăпа аса илеççĕ теприсем. Тĕрĕс калаççĕ вĕсем. Хура çÿçлĕ те типшĕмрех кĕлеткеллĕ, куçлăх тăхăнса çÿрекен Коля Артемьев аллинче яланах хутпа кăранташ курма пулнă. Уйрăмах вăл тăван çут çанталăка, çынсен сăнĕсене ÿкерме юратнă. Искусствăра яланах çĕннине шыранă, илемлĕрен те илемлĕ ÿкерме ĕмĕтленнĕ, нумай вуланă, пĕр-пĕр сăна е çут çанталăк пулăмне хут çине ÿкерсе те хунă.

Ялти шкула пĕтерсен Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Коля. Ун хыççăн Магнитогорск хулинче заводра ĕçленĕ. Çулталăкран, 1964 çулта, Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом ĕçне "Çеçпĕл" ятлă картинăсен ярăмĕпе çырнă. Н. Артемьевăн çак ĕçне чи лайăх паллăпа йышăннă. Уфа хулинчи зонăри выставкăра пысăк хак панă унăн ĕçне. Çакă искусствăра çĕнĕлĕхсем шырама, тата нумайрах ĕçлеме хистенĕ ăна. Уйрăмах графикăна кăмăлланă çамрăк художник, çавăнпа та ĕнтĕ художник-график специальноçне алла илес тĕллевпе Мускаври полиграфи институтне вĕренме кĕнĕ.

Вĕреннĕ вăхăтрах Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче художник-оформитель пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Чăваш кĕнеке издательствипе, писательсемпе çыхăну тытма пуçланă. Унăн иллюстрацийĕсем тăтăшах "Тăван Атăл", "Ялав" журналсенче пичетленсе пынă, чăваш писателĕсен нумай кĕнекисене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ вăл.

Анчах Коля ачаранах чĕре чирĕпе аптăранă. Çак йывăр чир ăна 1971 çулта пиртен вăхăтсăр уйăрчĕ...

Çапла, сахал пурăннă пулин те, хăйĕн пурнăçĕнче халăх валли нумай ырă ĕç туса хăварма ĕлкĕрнĕ çамрăк художник. Ял çыннисенчен чылайăшĕ Нелли Петровская çырнă "Чыс" кĕнекене упраççĕ. Унта – хамăрăн ентеш ÿкернĕ ÿкерчĕксем.

Н.Артемьев вилнĕ хыççăн 10 çултан Шупашкарти "Октябрь" кинотеатрта художник ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Шупашкарсем çеç мар, ялсенчен те нумайăн кайса курнă ăна.

Выставкăра Николай Артемьевăн миршĕн кĕрешме чĕнекен, тăван тавралăха сăнласа паракан ÿкерчĕксене курса савăннă çынсем. Уйрăмах "Сывă-и, хĕвел!", "Уйăхлă каç", "Тăван кĕтес" ÿкерчĕкĕсене куç илмесĕр пăхса тăратăн. Кунтах – Граждан вăрçипе Аслă Отечествăлла вăрçа сăнлакан ĕçсем.

Васан ялĕнче музей уçăлнă хыççăн Коля ашшĕ, Курак тете, килĕнче сыхланса юлнă хăш-пĕр альбомĕсемпе ĕçĕсене илсе пырса панă. Çĕршер уйрăм ÿкерчĕк, эскизсем, портретсем тупрăмăр каярах Курак тетен çурчĕн маччи çинче. Çирĕм çула яхăн тусан ăшĕнче выртнă ÿкерчĕксем ялти музейра тепĕр хут кун çути курчĕç. Вĕсене тирпейлесе, тасатса, рамкăсем ăшне вырнаçтарса музейри курав пÿлĕмĕнче выставка йĕркелерĕмĕр вара. Выставкăна килнисем çамрăк талантăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç ун чух.

Васансем хăйсен паллă ентешне манмаççĕ. Ялти халăх музейĕнче Николай Артемьев художник çуралнăранпа 65 çул çитнине халалласа тата вилнĕренпе 40 çул çитнине асăнса унăн ĕçĕсен выставки тепĕр хут уçăлать. Ял тата район çыннисене, шкул ачисемпе вĕрентекенсене, искусство илемне юратакансене пурне те унта килсе курма чĕнетпĕр. Курав çак уйăхăн 23-мĕшĕнче 11 сехетре уçăлать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика