Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынсен – картиш тулли выльăх

21 декабря 2011 г.

Ярăславри Клавдия Ивановна Востокова (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова) çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне палăртрĕ. 84 çул тултарчĕ Клавти аппа. Хăйĕн тантăшĕсем пекех, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене сахал мар чăтса ирттернĕ вăл.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ялти арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта илсе кайнă. Клавтин ашшĕне, Иван Дмитриевич Егорова, Ваççа тетĕшне те вăрçа кайма повестка панă. (Шел, Ваççа тетĕшĕ 1944 çулхи февральте фронтра пĕр хыпарсăр çухалнă).

Пурнăç йывăрлăхĕсене амăшĕ, Анна Федоровна, аслă хĕрĕ, Клавти, чăтăмлăн çĕнтерсе пынă. (Клавти хыççăн çемьере тата 5 ача пулнă). Ашшĕ вăрçăра çапăçнă пулсан та (вăл тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăннă) Егоровсем выльăх-чĕрлĕх йышне чакарман. Кил картинче ĕне, сурăхсем, хурсем, чăхсем пулнă.

– Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытни пирĕн пысăк çемьене вилĕмрен çăлса хăварчĕ, – каласа парать Клавти аппа. – Аннене питĕ шеллеттĕмĕр, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Çăвĕпех хирте, вăрманта курăк çулса метекпе киле туртса килеттĕмĕр, сарса типĕтеттĕмĕр. Хĕлле çуна туртса вăрмана каяттăмăр, çекĕлпе йывăç тураттисене хуçа-хуçа антарса вутă хатĕрлеттĕмĕр. Пĕррехинче пирĕн ума лесник тухрĕ те, вăрçăна-вăрçăна çуна çинчи туратсем çыхнă кантăрана каса-каса вакларĕ. Çав кун вутăсăрах таврăнма тиврĕ.

Çу кунĕсенче амăшĕпе, хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Клавти колхоз улăхĕнче çавапа курăк çулнă, çурлапа ыраш вырнă, жнейкăпа вырнă тырра кĕлте туса çыхнă.

Васанти 7 çул вĕренмелли шкулта 6 класран ытла пĕтерме май килмен Клавтине, вăл пĕтĕмпех колхоз ĕçне пуçăннă. Пĕр хушă фермăра скотникра та вăй хунă.

1942 çул вĕçĕнче Клавдия Исаевана, Анастасия Мулгачевана, Раиса Яковлевана тата Клавдия Егорована Канашри вакунсем юсакан завода ĕçлеме янă. Вĕсем унта вакунсем тунă çĕрте ĕçленĕ, çулла чукун çулсене пăхса-юсаса тăнă. Аслă Çĕнтерĕве çак ĕçрех кĕтсе илнĕ хĕрсем. Пархатарлă ĕçшĕн вĕсене "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе чысланă.

– Канашра ĕçленĕ тапхăрта пĕр пулăм уйрăмах асра юлнă, - аса илет тыл тата ĕç ветеранĕ. – Пĕррехинче Настьăпа Канашран ирех киле килме тухрăмăр. (Ун чухне асфальтлă çул пулман, автомашинăсем те сайра-хутра кăна çÿрекеленĕ). Карапай Шăмăршăна çитсен тĕттĕмленме пуçларĕ. Каç сĕмлĕхне пăхмасăр, эпир вăрманпа тÿрĕрен Ярăслава утрăмăр. Аякра çутăсем курăнчĕç, вĕсем пирĕн пата çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕç. Кашкăрсем иккен. Эпир пурпĕрех малалла утрăмăр. Кашкăрсем пире йĕри-тавра хупăрласа илчĕç. Вĕсен шучĕ вуннăран та иртетчĕ пулĕ. Чĕтре-чĕтре, сас кăлармасăр ерипен малаллах куçса пытăмăр. Кашкăрсем çаврăнаççĕ те çаврăнаççĕ пирĕн тавра. "Эй, çÿлти Аттемĕр, кашкăрсене хăваласа ярсамччĕ, пире çăлсамччĕ!" – пăшăлтатрăм эпĕ илтĕни-илтĕнми. Мĕн тетĕр; Илтрĕ Туррăмăр эпĕ йăлăннине – кашкăрсем часах чăтлăха кĕрсе çухалчĕç. Вĕсем çур çухрăм ытла пычĕç пулĕ пирĕнпе юнашар.

1947 çулта отпуска килсен çирĕмри ĕçчен те сăпайлă хĕре, Клавтине, вăйăра ял каччи Николай Востоков тÿрех куç хывнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем çав çулах, кĕркунне, пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Лăпкă кăмăллă Клавти хăйĕн хунямăшĕпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă.

Мăшăрĕ, Николай Григорьевич, колхозра тимĕрçĕре ĕçленĕ. Клавдия Ивановна уй-хир бригадинче вăй хунă. Ĕçчен çынсене колхоз правленийĕ кашни уявра тенĕ пекех Грамотăпа, парнепе чысланă.

Каярахпа Клавдия Востокова фермăра пăрусем пăхнă, дояркăра вăй хунă. Ĕçре çулран-çул пысăк ÿсĕмсем тунă май, 1973 çулта ăна ял-йыш ял Совечĕн депутатне суйланă.

Николайпа Клавдия Востоковсем 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем хăйсем килĕштерекен профессипе тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнаççĕ, çемьеллĕ.

Клавти аппа хăйĕн кĕçĕн ывăлĕн, Вовăн, çемйипе пĕрле пысăк та хăтлă çуртра пурăнать. (Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ). Кинĕпе, Альбинăпа, тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем пĕр-пĕрне питĕ хисеплеççĕ. Юлашки çулсенче Клавти аппа чирлесе тăнăран, кинĕ ăна пĕтĕм чунтан пăхса пурăнать. Куншăн, паллах, хунямăшĕ хăйĕн кинне тав тăвать, пиллĕх сăмахĕсем калать. Ывăлĕ, Вова, нумай çул ĕнтĕ автобуспа ĕçлет.

Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Хальхи вăхăтра Востоковсем ĕне, 4 пуç сысна, йышлă хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ.

Хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне йывăр ĕçре ирттернĕскер, халĕ, ватлăх кунĕсенче, хисеплĕ ĕç ветеранĕ савăнса кăна пурăнать. Ăна ачисем, мăнукĕсем питĕ юратаççĕ, пысăк сума хураççĕ. Клавдия Ивановна ял-йышра та хисеплĕ çын.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика