Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕрки СПИДран хÿтĕлет

03 декабря 2011 г.

ХĂРУШĂ чир – СПИД – пĕтĕм тĕнчипе сарăлса пырать. Çак чир çулне пÿлес, унăн пысăк хăрушлăхĕ пирки халăха асăрхаттарас тĕллевпе ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери уйăхлăх иртрĕ.

Пурнăçшăн хăрушлăх кÿрекен чир – СПИДран сывалма май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха – Чăваш Республикинче те вăй илсех пырать. 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, СПИДпа кĕрешес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре ВИЧ-инфекциллĕ 1295 çынна(!) учета илнĕ. Кăçалхи 9 уйăхра кăна ВИЧ-инфекциллĕ 89 çынна тупса палăртнă, 30 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Хăрушă чир Шăмăршă районне те айккине хăвармасть – ВИЧ-инфекциллĕ 9 çынна учета тăратнă.

СПИДа "çамрăксен чирĕ" теççĕ. Анчах та вăл вăтам çултисене те, пĕччен е çемьеллĕ пурăнакансене те, пуянсене е чухăннисене те, арçынсене е хĕрарăмсене те шеллемест.

СПИДран çынна сывă пурнăç йĕрки кăна хÿтĕлесе тăма пултарать. Çак чирпе çынсем çеç чирлеççĕ. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ-вирус çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕсенчен тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пуçлать.

Вирус çын çине 3 çул-йĕрпе куçать:

– ар çыхăнăвĕсем урлă: хĕрарăма-арçынран, арçынна-хĕрарăмран;

– юн урлă: ВИЧ-инфекциллĕ çыннăн шприцĕпе усă курнă чухне (наркомансем). Таса мар инструментпа (стерилизаци туман) татуировка тунă чухне те ВИЧ-инфекци лекме пултарать;

– ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен – кăкăр ачине (варта выртнă чухне, çуратнă е кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра).

СПИД чирĕпе ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен – аякри рейссене çÿрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.

Чир ертессинчен мĕнлерех сыхланмалла-ха;

Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пурнăçламалла. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне пулать те ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси), наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер – сывă пурнăç никĕсĕ, çемье тулашĕнче секс пулмалла мар. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрсен презервативпа усă курмалла. Медицина процедурисенче пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла. Ятарлă лицензиллĕ (стоматолог, тату-мастер) специалист патне çеç каймалла.

Хамăрсăр пуçне, ВИЧ-инфекцирен пире урăх никам та хÿтĕлеймест. ВИЧ-инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Тĕрĕслев витĕр (район поликлиникинчи 14-мĕш кабинет) кашниех хăйĕн ирĕкĕпе (ят-шыва кăтартмасăр та) тухма пултарать.


Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика