Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ухсай Яккăвĕ – халăх поэчĕ

30 ноября 2011 г.

УХСАЙ Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа Васанти тĕп шкулта уяв программи хатĕрлесе пĕр эрне тăршшĕпех мероприятисем ирттерчĕç. Вĕренекенсем çак тапхăрта хăйсем валли çĕннине нумай пĕлнĕ. 5-9 классем хушшинче «Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» ятпа презентаци кăтартнă. Сăвăçсен конкурсĕ те вĕренекенсене хавхалантарнă. Кристина Архипова, Артем Митрофанов, Андрей Урмаев тата Александр Урмаев чи чаплă вулакансем пулнă. Стена хаçачĕ кăларасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Тĕпчевпе ĕçлесси вĕренекенсене уйрăмах интереслентерсе янă. Ачасем «Ухсай калăпланă хайлавсенчи çут çанталăк тата çын сăнарĕсем» ятпа тĕпчев ĕçĕсем çырнă.

7 класра вĕренекенсем «Кĕлпук мучи» поэмăри сыпăка сăнарласа куракансен умне кăларнă. Юля Полякова (Эпи карчăк), Аня Тимофеева, Таня Сатарова, Кристина Тарасова, Андрей Якушов (Кĕлпук ашшĕ), Аня Ефимова, Светлана Еремеева (Кĕлпук амăшĕ) хăйсен ролĕсене витĕмлĕ те ĕненмелле калăпланă.

Ухсай Яккăвне халалланă эрнене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ В.П.Краснов йĕркелесе ирттернĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика